РАЙОНТИ ХИТРЕ УРАМ
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Садсемпе парксен çулталăкĕ" çинчен калакан Указне пурнăçласа пур çĕрте те- хуласенче, районсенче, ялсенче тавралăха илемлетес, симĕс тум тăхăнтартас енĕпе тĕрлĕрен конкурссем йĕркелесе ирттерчĕç. Ăна районта пурăнакан кашни çын, учреждени, организаци руководителĕсем хапăл туса йышăнчĕç. Пур çĕрте те мĕн çуркуннерен пуçласа çăвĕпех районта, ялсене, урамсене тирпей-илем кĕртес енĕпе хĕрỹ ĕç пычĕ. Конкурса хутшăнса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Район администрацийĕ вара конкурс йĕркелерĕ, ятарлă комисси ĕçлерĕ. Комисси ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А.Максимов ерт-се пычĕ. Комисси уйрăм яла, урама, тĕрлĕ предприятие, кил-çурта пăхса тухрĕ. Кашнийĕшĕнпе тĕплĕн паллашса çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ. Ялсене тирпей-илем кĕр-тес, симĕс тум тăхăнтартас номинацире Нĕркеç ялĕн Пушкин ячĕллĕ урамĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Районти чи хитре те хăтлă урам ятне çĕнсе илчĕ. Кунта уйрăмах ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремовăн тỹпи пысăк. Вăл тăрăшнипе комисси валли материал тăратрĕç. Урама илемлетес, симĕс тум тăхăнтартас тесе Геннадий Егорович урамăн икĕ енĕпе те йывăçсем ларттарнă. Пĕр енчисем ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ, тавралăха илемлетеççĕ, тепĕр енчисене, тин лартнисене, карта тытса тухрĕç. Урама "Ялти шкул" программăпа килĕшỹллĕн асфальт сарнă. Ачасене шкула çỹреме çул айккипе тротуар туса панă. Пушкин ячĕпе хисепленсе тăракан урамра- шкулăн илемлĕ çурчĕ. Суту-илỹ магазинĕсем те кунтах вырнаçнă. Çак урамра пурăнма пĕтĕм услови пур тесессĕн те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та çынсем урама илем кỹрессишĕн тăрăшаççĕ, çỹп-çапа, тасамарлăха пăрахса вараламаççĕ. Урам чапĕ кунпа çеç вĕçленмерĕ. Район комиссийĕ кăтартусене Шупашкара ярса пачĕ. Республикăра Нĕркеç ял урамĕ виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Апла пулсассăн, вăл чăннипех те тирпейлĕ, хитре урам пулни тепĕр хут палăрчĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов Хисеп грамотине шкул 124 çул тултарнине уявланă кун саламласа коллектива пачĕ. Шкул ачисемпе учительсем те урама илем кỹрессишĕн тăрăшнă-çке. Тирпей-илем кĕртме, йывăç лартма пулăшнă. Шкула килекен кашни хăна çакăншăн çĕнсе илнĕ Хисеп грамотине курма пултарать. Хамăрăн урампа чăннипех мухтанатăп. Малашне вăл тата илемленессе шанатăп. Унăн илемĕшĕн, тирпейшĕн кашниех тăрăшар.