Комсомольский муниципальный округ

НĔРКЕÇРЕН- ТĂВАТĂ ЛАУРЕАТ

Чăваш Республикин Журналистсен союзĕнче иртнĕ эрнере Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин премийĕсене илме тăратнă ĕçсене хакланă, кăçалхи çĕнĕ лауреатсене палăртнă. Çемен Элкер премине "Хыпар" ИÇ генеральнăй директорĕн- тĕп редакторĕн çумĕ Г.А.Максимов "Хыпар" хаçатра тата "Тăван Атăл" журналта, "Сталин грамоти" кĕнекере политика, экономика тата культура ыйтăвĕсемпе пичетленнĕ статьясемшĕн, "Советская Чувашия" хаçат" ПУП гендиректорĕ- тĕп редакторĕ А.Г.Соловьев "Çывăхри тата аякри Япони" очерксен ярăмĕшĕн илме тивĕç пулнă. Ĕçтешсене саламланă май çакна та каласа хăварасшăн. Геннадий Максимов- Нĕркеç ялĕнчен. Журналист ĕçне "Октябрь ялавĕ" ("Каçал ен") хаçатра пуçăннă. Нĕркеçрен тухнă çыравçăсем хушшинче Çемен Элкер премине маларах тивĕçнисем тата виçççĕн: Лаврентий Таллеров, Хветĕр Агивер, Николай Коновалов. 



"Каçал Ен"
18 января 2006
00:00
Поделиться