ЭМЕЛПЕ ТИВĔÇТЕРЕССИШĔН ТĂРĂШАÇÇĔ
Районти 41 номерлĕ "Аптека" Патшалăх унитарлă предприятийĕ халăха тĕрлĕ йышши эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе нумай çул ĕçлет. Унта халăх ыйтакан эмелсене хатĕрлеççĕ е заказпа илсе килсе параççĕ. Район больниципе поликлиникăна, çемье офисĕсене, пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене стерилизациленĕ растворсемпе, препаратсемпе çителĕклĕн тивĕçтерсе тăраççĕ. Вĕсен ĕçĕ хăйне евĕр анлă та кăткăс. Ку учреждени ĕçне 14 çул квалификациллĕ ертỹçĕ - Людмила Викторовна Васильева ертсе пырать. Вăл район аптекинче 1985 çултанпах вăй хурать. Малтанах вăл эмел хатĕрлессине йĕркелесе, тĕрĕслесе тăнă, провизор-аналитик пулса ĕçленĕ. 1992 çултанпа директорта ĕçлет. 14 çул хушшинче улшăнусемпе çитĕнỹсем чылай пулнă. Акă, 2005 çулта вăл "Хĕрарăм-ертỹçĕ" конкурса хутшăннă. Унтан ятран панă свидетельствăпа таврăннă. 41-мĕш номерлĕ аптека ăнăçлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри пулнине Л.В.Васильева калаçура та çирĕплетсе пачĕ.
-Конкурса республикăри 50 хĕрарăм-ертỹçĕ хутшăнчĕ. Çĕнтерме май килмерĕ пулин те, конкурса хутшăнма пултарнишĕн савăнатăп. Тĕлĕнмелле кăсăклă пулчĕ вăл. Асра юлнă самантсем те нумай.
-Ăнăçлă ĕçлесе пырасси коллективран килет-ши?
-Паллах. Туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăрăшакан коллективпа çеç ăнăçлă ĕçлеме пулать. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшмалла. Аптекăра вăй хуракан ушкăн çамрăк мар, чылай çул пĕрле ăнланса ĕçлетпĕр. Паянхи куна коллективра 28 çын, çав шутра çемье офисĕнче ĕçлекенсем те. Тĕслĕхрен, аптекăра эмелсене хатĕрленине тĕрĕслесе йĕркелесе пыраканĕ Вера Павловна Константинова провизор-аналитик кунта чылайранпа вăй хурать. В.М.Райковăпа А.Н.Ильина фармацевт-сем ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсене кулленхи ĕçре З.Ф.Морозова, М.Н.Чернова, М.В.Кульгеева санитаркăсем пулăшаççĕ. Халăхпа вĕсен рецепчĕсемпе ĕçлекенсем- В.М.Сергеевăпа Г.Е. Матроскина ĕçченсем. Çынсемпе ăшшăн калаçса, эмелсем çинчен ăнлантарса пама ỹркенмеççĕ. Аптекăна килекен çынсене тарават кĕтсе илеççĕ.
-Паянхи пурнăçра фармацевт ĕçне еплерех хаклатăр?
-Фармацевт ĕçĕ чи кирлĕ профессисенчен пĕри. Çĕнĕрен-çĕнĕ аптекăсем уçăлнăран фармацевтсем хăйсен ĕç вырăнне çăмăллăнах тупма май пур. Вĕсен ĕçне икĕ категорипе хаклама пулать: пĕри- социаллă, тепри- коммерциллĕ ен. Пирĕншĕн вара социаллă категори тĕп вырăнта. Çавăнпа та аптека ĕçченĕсене тепĕр чухне суту-илỹ çыннисем вырăнне хунине хирĕçлетĕп. Сертификатсемпе çỹллĕ шайра ĕçлеме тивет. Хамăрăн кулленхи ĕçре кашни эмелсемпе медицина препарачĕсен сертификачĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн çеç сутлăха яратпăр. Çавăнпа та фармацевтсем ĕçе тивĕçлĕн пурнăçласа пыраççĕ. Аптекăна çỹрекен çынна йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕр.
-Людмила Викторовна, 2006 çулта çăмăллăхпа эмелсене камсем илме пултараççĕ-ши?
-Пĕлтĕр республика бюджетĕнчен тыл ĕçченĕсене çăмăллăхпа усă курса эмел илме укçа уйăрнă. Кăçалхи çул вара ăна пĕтернĕ. 2006 çулта социаллă пакет илме килĕшнĕ çынсене, тĕрлĕ чирпе чирлекен граждансемпе 3 çула çитмен ачасене çăмăллăх майĕпе эмелсем параççĕ. Çак çăмăллăх майĕпе эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес ĕçе директор çумĕ Зоя Степановна Чернова йĕркелесе пырать. Халĕ "çанна тавăрсах" çак ĕçе пуçăнтăмăр. Чирлекенсен çăмăллăхпа паракан эмелсен рецепчĕпе пирĕн пата килмелле.
-Рецепчĕсене ăçтан илмелле-ши?
-Эмел рецепчĕсене, сире район больницинчи сиплекен тухтăр çырса парать. Кăçалхи çул рецептсене компьютерпа наборлаççĕ. Вăл, паллах, пуриншĕн те çĕнĕлĕх. Аптека ĕçченĕсемшĕн çăмăллăх, унпа ĕçлеме ансатрах.
- Районта çемье офисĕсене уçнă май, вĕсенче аптека пункчĕсем пур-ши?
-Юлашки çулсенче ялти медицина системине лайăхлатас енĕпе пирĕн районта та çемье врачĕн офисĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем уçăлчĕç. Вĕсем пиллĕк: Аслă Чурачăк, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Çĕрпỹел, Шурут ялĕсенчи çынсен вĕсенче сипленме май пур. Комсомольски район больницин территорийĕнче те çемье офисĕ ĕçлет. Кашнийĕнчех 41-мĕш номерлĕ аптека филиал пункчĕсем пур. Пурĕ пĕрле ун йышши пунктсем çиччĕ. Халăха кирлĕ эмелсемпе вĕсене эпир çителĕклĕн тивĕçтеретпĕр. Аптекăсенче пирĕн пултаруллă та тарават фармацевтсем ĕçлеççĕ. Чăваш Енре 2005 çулта сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем пулчĕç. Çемье медицинин службине кĕртнĕ май çынсене пулăшу парасси те палăрмаллах ỹсрĕ. Çавна шута илсе эпир те аптека пункчĕсене тĕрлĕ йышши эмелсемпе, медицина препарачĕсемпе вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатпăр. Заказлă эмелсемпе растворсене кĕске вăхăтра тупса паратпăр. Ялсенче врачсен пахалăхлă пулăшăвĕ унта пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарса пырать. Çавăнпа та чирлĕ çынсем рецептпа эмелсене вырăнтах илме пултараççĕ.
-Людмила Викторовна, ытти ялсенче фельдшер пункчĕсенче эмелсемпе тивĕçтересси еплерех-ши?
- Ялти медицина фельдшерĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Тĕрлĕ эмелсемпе, медицина препарачĕсемпе вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Паллах, эмелсене фельдшерицăн аптекăна килсе илмелле. Кирлĕ эмеле ял çыннисене çителĕклĕ парса тăратпăр.
-Çĕнĕ çулта, 2006 çулта тĕллевсем, ĕçсем мĕнлерех?
-Кăçалхи çул çăмăллăхсемпе усă куракансене кирлĕ йышши эмелпе вăхăтра тивĕç-тересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Эпир халăх ыйтакан заказпа килекен эмелсене вăхăтра тупса парассишĕн тăрăшатпăр. Çавăнпа та малалла йывăрлăхсем пулмалла мар. Медицина япалисен, ача-пăча валли кăларакан продукцин ассортиментне ỹстерсе пыратпăр. Халăха диагностика приборĕсемпе тивĕçтерсе тăмалла. Аптекăна çын эмел илме çеç мар- кашни кунах усă куракан медикаментсене туянма килтĕр тесе тăрăшатпăр. Вĕсен ыйтăвĕсене пурнăçлас тесе вăй хуратпăр. Коллективра туслăн, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесен çитĕнỹсем тума çăмăлрах.
-Апла пулсассăн, малашнехи ĕçре сире ăнăçу сунатăп.