Комсомольский муниципальный округ

МИНИСТЕРСТВО КУНĔ ИРТНĔ

Январĕн 18-мĕшĕнче районта ЧР Финанс министерствин кунĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ Чăваш Республикин Президенчĕн ЧР патшалăх Канашне янă "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырăвне сỹтсе явасси тата вырăнти самоуправленин ĕçне йĕркелемелли принципсем пирки ăнлантарасси пулнă. Раççей финанс надзорĕн начальникĕн çумĕ И.В.Данилова тата Федераллă Казначействăн Чăваш Республикинчи ертỹçи И.Н. Клюкова район пуçлăхпе Г.Ф.Волковпа тĕл пулса ка-лаçнă. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял тăрăхĕсен учет енĕпе ĕçлекен специалисчĕсемпе тĕлпулу пулнă. Министерство кунне килнисем вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă, финанс контролĕ, бюджетăн пĕрлехи учечĕ тата ăна пурнăçлас пирки калаçнă. Çак кун финанс министерствинче ĕçлекенсем районта пурăнакан ытти çынсемпе те тĕлпулу ирттернĕ.



"Каçал Ен"
21 января 2006
00:00
Поделиться