Комсомольский муниципальный округ

ПАХАЛĂХЛĂ ШЫВ ПУЛĔ

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн иртнĕ çулта кăларнă "Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен" саккуна пурнăçлас енĕпе пирĕн районта кăçал анлă тĕллевсем палăртнă. Çак енĕпе Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенчи хуçалăхсене шыв кĕртмелли проектсем хатĕр. Проектпа килĕшỹллĕн кунта насус станцийĕсем, шыв уçлакан башньăсем тумалла, урамсене шыв пăрăхĕсем хумалла тата ытти ĕçсем те пурнăçламалла.



"Каçал Ен"
21 января 2006
00:00
Поделиться