Комсомольский муниципальный округ

Ачасем- тĕпчев ĕçĕнче

Шкул ачисене наука ĕçне явăçтарас тесе районта çулсерен тĕрлĕ конференци йĕркелеççĕ. Çавна май нарăсăн 2-мĕшĕнче Урмаел вăтам шкулĕнче биологи, экологи, хими предмечĕсемпе наукăпа тĕпчев конференцийĕ пулчĕ. Конференцие кỹршĕ Патăръел, Шăмăршă районĕсенчи ачасемпе ертỹçисем те килсе çитрĕç. Уява шкулăн акт залĕнче П.В.Родионов методистпа шкул директорĕ Ф.Кимальдинов уçрĕç. Кунта пуçтарăннă 62 вĕрентекенпе вĕренекенсене ăнăçу сунчĕç. Ачасем концерт лартса парса юрă ташăпа савăнтарчĕç. Тĕпчев конференцийĕ 3 секципе иртрĕ: биологи, хими, экологи. Кашни секцирех жюри эксперчĕсем 13-14 ĕçпе паллашса хак пачĕç. Шкулсенчен килнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тĕплĕн хатĕрленнине палăртмалла. Вĕсем докладпа пĕрле ятарлă плакатсем хатĕрленĕ. Наука ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Пĕр-пĕрне кăсăклă ыйтусем парса, тĕрлĕ темăпа çырнă ĕçсемпе паллашса вĕренỹ шайне тĕрĕслеме пултарчĕç. Кашнийĕшĕн наукăпа тĕпчев ĕçĕ хăйне евĕр анлă. Ачасен тавракурăмĕ те пысăк. Вĕсем, ертỹçисемпе пĕрле, ытларах паянхи кун хумхантаракан ыйтусене хускатса, вĕсен проблематики çинче тĕплĕн чарăнса тăрса тишкерни палăрчĕ. Тĕслĕхрен, экологи секцине хутшăннă вĕренекенсем экологи темипе çыхăннă проблемăсене хускатнă. Кашнин теми тĕрлĕ енлĕ. Жюри эксперчĕсем пурне те пысăк хак лачĕç. Биологи секцийĕнче те ачасем интереслĕ темăсене хускатма тăрăшни курăнать. Акă, Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Рина Басникова вĕçен кайăксене чылай çул тĕпчет иккен. Вăл вĕсене валли апат çиме ятарлă вырăн туса панă. Кунта вĕçсе килекен çерçисене, уйăпсене, кăсăясене кунсерен тĕпчет. Вĕсем мĕнлерех хĕл каçнипе паллашать. Хăй те килĕнче майра кăйăкне усрать. "Вăл тĕлĕнмелле хитре кайăк, хамăр киле килсен вара савăнать, юрлать. Халĕ те ун пурнăçне ытларах тĕпчеме тăрăшатăп. Мана тĕпчев ĕçĕнче анне, биологипе хими учителĕ вăл, чылай пулăшать",_ тет хĕрача. Асанкасси вăтам шкулĕнчи Андрей Карсунов №9 класс№ хурт-кăпшанкăсене тĕпчет. Пирĕн тăрăхра пурăнакан сайра тĕл пулакан хурт-кăпшанкăсене вăл ятарласа типĕтсе хатĕрленĕ. Тĕлĕн-мелле илемлĕ лĕпĕшсем те пур иккен пирĕн тăрăхра. Вĕсене пуçтарса ха-тĕрлеме чылай вăхăт кирлĕ пулнă, паллах. "Вăрманта нумай çỹрерĕм. Йывăр пулчĕ, анчах та малашне çак тĕпчев ĕçĕпех ĕçлесшĕн",_ тет çамрăк энтомолог. Кунта Нина Григорьевна Архипова ертỹçĕн тỹпи пысăк. Вăл Андрее тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшать. Хими секцийĕнче те тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Акă, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи вĕрентỹ центрĕнчен килнĕ Алексей Павлов наукăпа тĕпчев ĕçĕнче ĕçекен шывăн пахалăхне тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Вăл 2-3 çул тĕпчевпе ĕçлет. Республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурсенче малти вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Урмаел шкулĕнчи Зухра Тукаева №10 класс№, Гульшат Сулейманова, Эльвира Апракова №11 класс№ вĕренекенсен "Хими медицинăра" наукăпа тĕпчев ĕçне туллин тишкерни курăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ опытсем йĕркелерĕç. Ф.А.Камалюкова учительница шанăçне тỹрре кăларса, итлекенсен умĕнче тулли хуравсем пачĕç. Кашни секцири жюри эксперчĕсене ачасен ĕçĕсемпе паллашса, малти вырăнсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Хими секцийĕнче пĕрремĕш вырăна Аслă Арапуçĕнчен №Патăрьел№ килнĕ А.Павлова пачĕç, 2 вырăна _ Г.Ильин №Патăрьел районĕнчи Çĕньял шкулĕ№, 3 вырăнта _ Урмаел вăтам шкулĕн хĕрĕсем. Экологи секцийĕнче Шурут вăтам шкулĕнчи Ксения Алексеева пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Надя Сетнерова №Шăмăршă вăтам шкулĕ№ _ 2-мĕш вырăна, Елена Куданова №Александровка вăтам шкулĕ№ _ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Кашнинех ятран сертификат пачĕç, çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе парне парса чысларĕç. Наукăпа тĕпчев конференцине ирттерме пулăшу панă "Комсомольскинчи сĕт завочĕ", "Агропромхими" АУПсене, "Стройсервис" УХПна, "Слава картофелю" ОООна, райпо ертỹçисене, З.Ш.Заргиров предпринимателе тав сăмахĕ каламалла. Наукăпа тĕпчев конференцине малашне тата анлăрах тĕрлĕ предметсемпе ирттерме палăртрĕç. Йĕркелекенсем, ачасем, вĕрентекенсем пурте кăмăллă юлчĕç. 



"Каçал Ен"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться