Хисеп грамотине тивĕçнĕ
РФ Ял хуçалăх министерстви пирĕн районти "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕн председательне Н.М.КОПТАШКИНА агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп грамоти парса чысланă. Асăннă хуçалăх районта ăнăçлă ĕçлесе пырать. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси аван. Уй-хир культурисен тухăçлăхĕ те пысăк. Кунта чи малтанах ертỹçĕн тỹпи ытларах. Иртнĕ çул ку ял хуçалăх кооперативĕнче кашни ĕнерен 5055 килограмм сĕт суса илнĕ. Çакă районта иккĕмĕш кăтарту. Аш-какай енĕпе те япăх мар ĕçленĕ. Кунти ĕçченсем кашни гектартан 233 центнер çĕрулми, 22,4 центнер тĕш тырă пухса илнĕ. Тухăçа апат единици çине куçарсан, вăл 22,5 центнерпа танлашать. Николай Моисеевича награда илнĕ ятпа саламлатпăр. Малашне те ăнăçусем сунатпăр.