Район хыпарĕсем
Япăх мар ĕçленĕ
Комсомольскинчи райпон çăкăр завочĕн таварçаврăнăшĕ 2005 çулта 11 миллиона яхăн пулнă. Пĕтĕмĕшпе 481 тонна çăкăр, 109 тонна кондитер изделийĕсем, 18 тонна макарон изделийĕсем кăларнă. Çавăн пекех 23 тонна пулă тăварланă, 6 тонна квас хатĕрленĕ. Апла пулсан çăкăр завочĕ пĕлтĕр япăх мар ĕçленĕ. Пахалăхлă хатĕрлеççĕ Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма пурĕ 34790 центнер вăрлăх кирлĕ. Хальлĕхе кондицие ларнă вăрлăх 23594 центнер е планпа пăхнин 68 проценчĕ чухлĕ пур. 100 проценчĕпех кондицие ларнă вăрлăх кирлĕ таран "Госсорткомисси", "Заря", "Урожай" хуçалăхсенче хатĕрленĕ. Вăрлăхпа "Изамбаево", "Асаново", "Рассвет" хуçалăхсем та аван ĕçлеççĕ.
Пĕрремĕш лару иртнĕ
Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта 9 ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен çиччĕшĕ ялсене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă. Кил-çуртри харкашу енĕпе 2 ĕçе сỹтсе явнă. Право йĕркине пăснă тĕслĕхсемпе кирлĕ йышăну тунă.
Хĕрсем те пур
Районти РОСТО кашни çулах А,В,С категориллĕ водительсем хатĕрлет. Иртнĕ çул 150 çын автомашинăпа çỹреме ирĕк паракан свидетельство илнĕ. Юлашки çулсенче хĕрсем те пикенсех водителе вĕренеççĕ. Пĕлтĕр 17 хĕр права илнĕ. РОСТО çуртĕнче хăтлă, кирлĕ оборудованипе техника çителĕклĕ. Кăçал курссем малалла пырĕç.
Лайăх пĕлỹпе палăрнă
Нумаях пулмасть аслă классем хушшинче технологипе олимпиада иртнĕ. Арçын ачасенчен Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Михаил Шеверов (10 класс), Андрей Тихонов (9 класс) палăрнă. Хĕрсенчен Александровка пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Анжела Дьяконова (9 класс), Хирти Явăш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Маргарита Легостина (10 класс) лайăх пĕлỹ кăтартнă.