Тинĕс юрăçин ĕçĕсем Каçал тăрăхĕнче
Комсомольски районĕн "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Певец моря Иван Айвазовский" ятлă çĕнĕ выставка уçăлчĕ. Кунта вырăссен паллă художникĕн 16 ĕçне тăратнă- кусем Айвазовскин ĕçĕсен репродукцийĕсем. Вĕсене хальхи электронлă технологипе туса хатĕрленĕ. Курава Иван Константинович Айвазовский (чăн ячĕ Ованес Гайвазовский) пултарулăхĕпе паллашма пулать. Паллă ỹнерçĕ тĕнче искусствин историйĕнче маринист-романтик тата баталист пулса палăрса юлнă. Вăл тинĕс вăйне пусма çинче чăнла кăтартса пама пултарнă. Вăл 1817 çулта эрмен çемйинче Феодоси хулинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех Ованес рисовани тата музыка патне туртăннă, скрипкăпа аван вылянă. Ашшĕ-амăшĕ талантне кура ăна Петербургри художество академине вĕренме янă. Унта вăл лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă. "Воздух над морем" этюдшăн кĕмĕл медаль илнĕ. 2 çултан вара, 6 пейзажшăн- I степеньлĕ ылтăн медаль. 1940 çулта художник Италине каять. Мăнастирте вăл хăйĕн пиччĕшне манаха шыраса тупать. Вăлах ăна хушаматне улăштарма канаш парать. Малашне вара вăл картинăсем çине Айвазовский тесе паллă тăвать. Айвазовский Италире питĕ пысăк чун хăпартăвĕпе ĕçлет, 50 яхăн пысăк картина çырать. Неапольте тата Римра çак ĕçсене кăтартнă хыççăн çамрăк художник чапа тухать. Айвазовский картинисене Испани, Франци, Португали, Голланди, Англи, Германи, Швейцари халăхĕсем курса киленеççĕ. Европа Айвазовскине тĕнчери лайăх художник-маринист тесе йышăннă. Çапла вара Раççейрен тухса кайнă Айвазовский тăван çĕршыва паллă художник, Рим, Париж, Амстердам академийĕсен членĕ пулса таврăнать. Петербургра 28 çулхи ăстана чап, мухтав тата живопись академийĕн ячĕ кĕтсе тăнă. Каярахпа ăна тинĕс çар штабĕн художникне çирĕплетеççĕ. 1850 çулта художник вилĕмсĕр картина "Девятый вал" çырать. Шторма вăл пурнăçшăн кĕрешекен çын вăйĕпе çыхăнтарса кăтартать. Тăван хулинче Айвазовский аваллăх музейне йĕркеленĕ, художество мастер-скойĕ, картинăсен галерейи тата концерт залĕ уçнă. "Тинĕс- вăл манăн пурнăç",- тенĕ Айвазовский. Хăйĕн ĕçлĕхне пула пурĕ 6 пине яхăн картина çырнă вăл. Унăн пултарулăхĕ хăйне евĕр тинĕс энциклопедийĕ. Ỹнерçĕн ĕçĕсем çине пăхсассăн тинĕс мĕнлерех пуяннине, унăн характерне пĕлме, туйма пулать. Айвазовский хăйĕн пурнăçĕнче 120 курав йĕркеленĕ. Курава, каларăм ĕнтĕ, 16 ĕç: "Георгиевский монастирь", "Кораблекрушение", "Берег моря" тата ытти паллă ỹкерчĕксене тăратнă. Айвазовский пултарулăхĕпе тарăнтарах паллашма пурне те музее чĕнетпĕр. Курава 1 уйăхлăха илсе килнĕ, музей 8 сехетрен 16 сехетчен, шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне, ĕçлет. Тĕнчипе паллă художник ĕçĕсемпе паллашни пуриншĕн те усăллă пулĕ.