Вăрлăх хатĕрлес ĕçе хăвăртлатмалла
Çуркунне çывхарса пырать. Кăçалхи çул тухăçлă тырпул туса илес тесен пахалăхлă вăрлăх кирлĕ. Акмалли культурăсене тасатса кондицие лартас тесе çак кунсенче çине тăрсах ĕçлемелле. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем районти вăрлăх инспекцине тĕрлĕ тырă вăрлăхĕ 34790 центнер тĕрĕслеме илсе килнĕ. Тĕрĕсленĕ хыççăн 11196 центнер тырă кондицие ларманни палăрчĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ культурăсем пĕр-пĕринпе хутăшса кайнипе, çумкурăк вăррисем пулнипе çыхăннă. 674 центнерĕ начартарах шăтать, çак вăрлăхсене лайăххисемпе улăштармалла. Паянхи куна районĕпе 23594 центнер кондициллĕ вăрлăх пур. Ку вăл тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 68 проценчĕ чухлĕ пулать. "Госсорткомисси" патшалăх учрежденийĕнче, "Заря", "Урожай" хуçалăхсенче вăрлăх пĕтĕмпех кондициллĕ. Вăрлăх пахалăхне лайăхлатас енĕпе "Труд", "Асаново", "Искра", "Изамбаево", "Луч", "Культура", "Правда", "Рассвет" кооперативсем аван ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах "Красный маяк", "Красное Сормово", "Турхан" хуçалăхсен пĕр центнер та пахалăхлă вăрлăх çук. "Алга", "Слава", "Дубовка", "Дружба", "Победа" хуçалăхсен те вăрлăха кирлĕ кондицие лартас енĕпе кая юлмасăр ĕçлемелле. Каларăмăр ĕнтĕ, вăхăт кĕтмест. Нумай çул ỹсекен курăк-вăрлăхсене районта мĕнпурĕ те 9 центнер ытларах çеç тĕрĕслеттернĕ. Январь-февраль уйăхĕсенче питĕ сивĕ кунсем тăчĕç. Çакă кĕр тыррисен хĕл каçаслăхне чакарма пултарать. Çакна шута илсе çур тыррисен вăрлăхĕсене ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла. Акă, юнашар Елчĕк ра-йонĕ пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес енĕпе чылай ăнăçлăрах ĕçлет. Кунта 80 ытла процент вăрлăх кондицие ларнă. Пирĕн районти хуçалăхсен те вĕсенчен тĕслĕх илмелле, ĕçе хăвăртлатмалла.