Çынсемпе яланах тарават
Тĕлĕнмелле хĕрарăм вăл, сăпайлă та харсăр, уçă кăмăллă та мал ĕмĕтлĕ, илĕртỹллĕ... Чăн-чăн культура ĕçченĕ. Сăмахăм, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче вăй хуракан Алена Овиковна Полякова экскурсовод çинчен пырать. Кашни ир Алена автобуспа ĕçе васкать, каçхине- киле. Вăл Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ỹснĕ, çемье çавăрса унтах тĕпленнĕ. Алена Овиковна музейра 1999 çултанпа вăй хурать. Хăйĕн ĕçне юратса, тивĕçлĕн пурнăçласа пыма тăрăшать.Кăçал Чăваш Ен президенчĕн Н.В.Федоровăн стипендине тивĕçнĕ. Апла пулсассăн вăл Чăваш Енри чи пултаруллă çамрăксенчен пĕри. Унăн пултарулăхĕпе, ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
- Алена, пурнăç çул-йĕрĕпе паллаштарсамăр.
- Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетне (Патăрьел филиалне) чăваш филологипе культура факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Çав вăхăтрах ялти культура çуртĕнче художество ертỹçинче ĕçлерĕм. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче ачасене тăван ен культурине вĕрентме те тỹр килчĕ. Каярах, 1999 çулта ра-йонта музей уçăлнă май, наука кĕçĕн сотрудникне ĕçе вырнаçрăм.
- Музея ытларах камсем çỹреççĕ?
- Музея ытларах шкул ачисем çỹреççĕ. Тăван ен, истори урокĕсене музейра ирттереççĕ. Ытларах Комсомольски 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи вĕренекенсем пулаççĕ. Хăнасем район историйĕпе хаваспах паллашаççĕ. Чылайăшĕ тĕрлĕ экспонатсем те илсе килсе параççĕ.
-Халĕ район çыннисене мĕнпе савăнтаратăр?
-Çак эрнере пирĕн музейра "Певец моря И.Айвазовский" ятлă çĕнĕ выставка уçăлчĕ. Вырăссен паллă художникĕн 16 ĕçĕпе паллашма пулать. Вĕсем- Айвазовский картинисен репродукцийĕсем, ачасем валли унăн пултарулăхĕпе паллашма ятарлă видеофильм та пур.
-Стипендиат пулни ĕçлеме хавхалантарать-и?
- Эпĕ Н.В.Федоров Президент стипендиачĕ пулнине районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕн çумĕ В.С.Васильев пĕлтерчĕ. Ĕненес килмерĕ. Хĕпĕртерĕм, паллах. Çурт тунă май, стипенди укçи хăйĕн вырăнне тупатех. Стипендиат пулни тăрăшса ĕçлеме, ỹсĕмсем тума пулăшать.
-Халĕ эсир стипендиат, вĕреннĕ вăхăта аса илер-ха?
- Чăнах, эпĕ халĕ ĕçлекен стипендиат. Вĕреннĕ вăхăтра интереслĕ самантсем чылай пулнă. Студент сессирен сессиччен пурăнать. Вара вĕренме пикенет. Çавăнпа интереслĕ те вăл самант. Шупашкарта патшалăх экзаменĕ тытни, диплом хỹтĕлени асра. Е.А.Лебедева пире чăваш чĕлхипе историне вĕрентетчĕ. Эпĕ вара ун патĕнче диплом çыртăм. "Эсир Елена Алексеевнăпа пĕр пекленсех кайнă пулас",- терĕç мана комисси членĕсем. Çакна нихăçан та манмастăп.
-Пурнăçра чи çутă, асра юлнă самант.
-Чи çутă самант- туй. Шур пĕркенчĕк тăхăнни. Диплом илме кайни те асрах. Диплом илме кайнă кун çанталăк ăмăр, тĕксĕмччĕ. Çавна май диплома та памаççĕ пек туйăнчĕ. Анчах та университетра вара пурте савăнăçлă, диплома та пачĕç..
- Алена пушă вăхăта епле ирттеретĕн?
-Пушă вăхăт пур-ши? Ытларах ывăлăмпа ирттеретĕп, кĕнеке вуласа паратăп. Чăваш тĕррисене тĕрлеме юрататăп. Чечексемпе кăсăкланатăп.
-Мĕнле чечексене юрататăн?
-Çуртра фиалка, папоротник ỹсни килĕшет. Пахчара мĕн кĕркуннечченех чечекре ларакан астра, бархатцы чечексем кăмăла каяççĕ.
-Кинофильмсем илĕртеççĕ-и?
-Ытларах хамăр çĕршывăн фильмĕсене кăмăллатăп. "Максим Перепелица", "Приключение Шурика", "Свадьба в Малиновке" киносене темиçе хутчен те курма хатĕр. Тин çеç экран çине тухнă "Адьютанты любви" историллĕ кино кăмăла кайрĕ.
-Килĕшекен юрăç, передача.
-НТВ каналпа пыракан "Субботник" передача курма интереслĕ. Унти канашсемпе час-часах усă курма май килет. Кил-çуртпа çыхăннă кăларăмсем чуна çывăх. Вырăс юрăçисенчен Витас, чăвашсенчен-Света Яковлева, Сергей Павлов юрлани килĕшет.
-Ĕçре, музей пурнăçĕнче чи кирли мĕн-ши?
- Музейăн тĕп тĕллевĕ- историе, чăвашлăха, йăла-йĕркене упраса хăварасси. Пирĕн пата килнĕ çынсемпе çепĕç калаçасси, историпе ăнланмалла, тĕплĕн паллаштарасси манăн ĕçри тĕллевĕм. Вĕсемпе яланах ăшă кăмăллă пулма тăрăшатăп.
- Малашнехи тĕллевсем, ĕмĕтсем
-Ĕçрине илес пулсассăн, хĕрарăмсен уявĕ тĕлне "Чăваш тĕрри" курав йĕркелесшĕн. Халĕ ăна валли тĕрлĕ тĕрĕсем тĕрлетпĕр. Интереслĕ выставкăсем йĕркелес килет. Манăн пысăк ĕмĕтĕм- çĕнĕ çурта пурăнма куçасси. Çĕнĕ япала яланах лайăх-çке.
-Алена, мĕн-ши вăл телей?
- Çумра мăшăрăм Сергей, ывăлăм Атнер пурри, вĕсем яланах сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел пулни, çемьери килĕшỹ маншăн чăн-чăн телей. Çавăн пекех юнашар атте-анне, тус-тăван пурри мана савăнтарать. Эпĕ телейлĕ хĕрарăм.
-Санăн идеал пур-и?
-Çук. Салампи- чăваш хĕрарăмĕсен идеалĕ теççĕ. Анчах та пурте ун пек пулаймаççĕ-çке. Кашниех хăйне кура сăпайлă, ырă кăмăллă. Идеал пулма йывăр.
-Çывхарса килекен çветтуй Валентин кунне еплерех уявласшăн? Савнă çынна мĕн парнеленĕ пулăттăр?
-Çемьепе уявласшăн, мăшăра валли пĕр-пĕр парне хатĕрлĕп, ку, паллах, вăрттăнлăх. Çывхарса килекен уяв ячĕпе хамăн юратнă çемьене, ĕçри туслă коллектива, хаçат вулакансене чун-чĕререн саламлатăп, пурне те юрату, телей, сывлăх, ăнăçу сунатăп.