Кăтартусен витĕмлĕхĕ- тăрăшулăхра
"Паянхи пухăвăн тĕллевĕ- хуçалăх экономикинчи татса паман ыйтусене, çитменлĕхсене уçса парасси, ушкăнпа сỹтсе явасси, вĕсене пĕтермелли утăмсене палăртасси",- терĕ "Искра" колхоз председателĕ В.П.Краснов, правленин отчетлă докладне пуçласа. Хуçалăх аталанăвĕнче чăрмавсем сахалах мар, хăйсенчен килекеннисем те, килменнисем те. Апла пулин те хырайĕнелсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ, çулсерен ỹсĕмлĕ кăтартусемпе ĕçлеççĕ. 2005 çулта хуçалăхра вăтамран 93 çын ĕçленĕ. Ял хуçалăх продукцине 10325 пин тенкĕлĕх сутнă. Çав вăхăтрах ĕç укçи валли 4406 пин тенкĕ усă курнă. Урăхла каласан кассăна кĕнĕ укçан 42 процентне ĕç укçи çине янă. Кашни гектар пуçне 32,6-шар центнер тырă çитĕнтернĕ, 177 центнер çĕрулми, 467 центнер выльăх кăшманĕ, 279 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пухса кĕртнĕ. Колхоз кассине 1 миллион та 682 пин тенкĕлĕх таса тупăш кĕнĕ. Колхозра çакăн пек йĕрке пур: уй-хирти пĕр гектара та удобрени хывмасăр акмалла мар, çумкурăкпа, хир сĕллипе кĕрешесси пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Уй-хирте вăй хуракан хастар ĕçченсене те асăнса хăварчĕ докладра Валерий Павлович. Гусеницăллă тракторсем çинче В.Васильев, С.Мартынов, А.Филиппов пултаруллă. Кустăрмаллă тракторсене В.Мукшин, Н.Квасов, Н.Воробьев, В.Ксенофонтов механизаторсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Автомашина паркĕнче вăй хуракансем те хăйсене шанса панă ĕçсене çỹлти шайра туса пынă. Комбайнерсем те пĕлтĕр техникăна тухăçлă ĕçлеттернĕ. Хирти тырра вăхăтра пуçтарса илсе кĕлетсене ăсатнă. С.Белков агрегачĕ 5734 центнер тырă çапса илсе малти вырăна тухнă. Докладчик колхозниксем пирки нумай ăшă сăмах каларĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренеке-нĕсен ячĕпе те тав сăмахĕ пулчĕ. Шкул коллективĕ колхоза сахал мар пулăшу парать. Пĕлтĕр хырайĕнелсем усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 81 центнер аш-какай, 557 центнер сĕт, кашни ĕнерен 4415-шер килограмм сĕт суса илнĕ. Колхоз кассине сĕтпе аш-какай сутса 6899 тенкĕ укçа кĕнĕ. Валерий Павлович выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илнĕ çĕрте уйрăмах скотниксен тăрăшулăхне палăртрĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та О.Башкиров, Б.Сивкин, И.Матросов, А.Дьяконов, С.Фомин скотниксем выльăхсене вăхăтра, тулăх тăрантарас тесе кашни кун ир-ирех фермăна çул тытаççĕ. Хуçалăхра строительство ĕçĕ вăй илсе пырать. Пĕлтĕр колхозра çĕнĕрен лаша вити, автомашинăсем валли гараж тунă. Кăçал фермăра 200 пуç пăру валли çĕнĕ вите тăвасшăн. Г.Мурнаева бухгалтер, В.Мартынова зоотехник, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн директорĕ Л.Макарова, агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профкомĕн председателĕ Ю.Тимофеев тата ыттисем те хăйсен сăмахĕсенче тĕрлĕ сĕнỹсем парса правленин отчетне пуянлатрĕç, шухăшне тарăнлатрĕç. Хырайĕнелсен отчетлă пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та хутшăнчĕ, хуçалăхăн иртнĕ тапхăрти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе ĕçлĕ сĕнỹсемпе тухса калаçрĕ, çитменлĕхсене пĕтермелли çул-йĕре уçса пачĕ.