Комсомольский муниципальный округ

Хуçалăхсенчи отчетлă пухусем

Çитĕнỹсем сисĕмлĕ

 Районти пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче отчетлă пухусем малалла пыраççĕ. Эпĕ "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнче пухура пултăм. Ку хуçалăх ра-йонта пысăк кăтартусемпе ĕçлесе пырать. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, 100 гектар çĕр пуçне 63,1 центнер аш-какай, 433,7 центнер сĕт туса илнĕ. Ку кăтартусем районта лайăххисенчен пĕри. Продукци пулсан тупăш та пуçтарăнать. Пуху ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Ушкăнпа канашласа тĕллевсем палăртрĕç. Иртнĕ шăматкун вара "Урожай" колхоз ĕçченĕсем хăйсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Ку хуçалăх та лайăх ĕçлесе пырать. Уй-хиртен çулсеренех пысăк тухăç илессишĕн тăрăшаççĕ. Машинăпа трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланать. Çĕрулми туса илмелли техникăна лизингпа туяннă. Çакă тухăçа ỹстерме пулăшнă. 130 гектар çинче çĕрулмие лартса туса илнĕ. Тухăç кашни гектар пуçне 287 центнерпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те сисĕмлĕ ỹсĕмсем пур. Хуçалăх пĕлтĕр 8 миллион (районта чи нумаййи) тенкĕ таса тупăш илнĕ. Сысна тата мăйракаллă шултра выльăх отраслĕсем иккĕшĕ те çулталăка услампа вĕçленĕ. Икĕ хуçалăхра та правлени ĕçне "лайăх" хак пачĕç. Пуху хыççăн "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнчи ĕçченсем чăваш оперăпа балет театрĕнчи капелла, "Урожай" колхозра вăй хуракансем Виктор Петров ушкăнĕн концертне курчĕç.

 

Ĕçе пĕтĕмлетрĕç

"Труд" ял хуçалăх кооперативĕ- районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Унта тухăçлă уй-хир культурисем туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхĕн продуктивлăхĕ те аван. Çак кунсенче хуçалăх правленийĕ отчет туса пачĕ. Кооператив иртнĕ çул япăх мар ĕçлесе пынă. Акă, 100 гектар çинчен кашни гектар пуçне шутласан 233 центнер çĕрулми туса илнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен тухăçĕ кашни гектар пуçне 20,1 центнерпа танлашнă. Уй-хир культурине апат единици çине куçарсан 27,5 центнер тухнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те аталанса пырать. Ферма ĕçченĕсем кашни ĕнерен иртнĕ çул 3871 килограмм сĕт суса илнĕ. 100 гектар çĕр пуçне шутласан та ку кăтарту районăн вăтам кăтартăвĕнчен аванах пысăк. Халăхран сĕт пуçтарас енĕпе те хуçалăх ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пухура отрасльсене ертсе пыракансем кашниех тухса калаçрĕç, хăйсен сăмахĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Хуçалăхра ĕçлекенсем правлени ĕçĕ-хĕлне хакларĕç, канашсем, сĕнỹсем пачĕç. Вĕсем тăрăх йышăну туса хăварчĕç. Пуху ĕçне хуçалăх председателĕ В.П.Николаев пĕтĕмлетрĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та кооператив пĕлтĕр ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ.



"Каçал Ен"
15 февраля 2006
00:00
Поделиться