Малашлăх ĕçлекенсенчен килет
Сивĕ кун пулчĕ пулсан та, "Дружба" кооперативĕн отчетпа суйлав пухăвне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Хуçалăх руководителĕ Р.М.Мансуров кашни отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕ. Хуçалăх экономикинче кашнийĕ мĕнлерех вырăн йышăннине уйрăммăн илсе кăтартрĕ. Ĕçченсен тỹпи пирки те манса хăвармарĕ. Колхозра ĕç кăтартăвĕсем, виçĕмçулхипе танлаштарсан, курăмлăрах та, ỹсĕмлĕрех те. Хуçалăх экономики çирĕпленсе пырать. 2005 çулта "Дружба" 598 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çул 8 миллион та 350 пин тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Шел пулин те, сутлăх хак пĕчĕк пулнипе тата электроэнерги, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланнипе, акă, ял хуçалăхĕн хăшпĕр отрас-лĕсем тăкакпа тухнă. Мăйракаллă шултра выльăх тата аш-какай туса илесси тăкаклă пулнă. "Тупăшлă культурăсемпе ытларах ĕçлеме тăрăшмалла",- палăртрĕ кооператив председателĕ хăйĕн докладĕн-че. Çĕрулмине хуçалăх пĕлтĕр 6627 центнер, пахчаçимĕç 483 центнер, выльăх кăшманĕ 7166 центнер пухса илнĕ. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 260 пуç, сыснасем 786 пуç, лашасем 38 пуç пулнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăх 61 пуç, лашасем 5 пуç чакнă, сыснасен шучĕ 22 пуç ỹснĕ. Ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшать. Иртнĕ çул фермăри лаша витине тĕпрен юсанă, çак енĕпе кăçал малалла ĕçлеççĕ. Хуçалăх мĕнпурĕ ĕç укçи çине 1 миллион та 133 пин тенкĕ укçа янă. Кооператив хăйĕн членĕсем умĕнче 196 пин тенкĕ парăмра. Хуçалăх пурлăх никĕсне те çирĕплетсе пырать, çĕнĕ техника туянать. Пухура агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.Тимофеев, кооперативри ревизи комиссийĕн председателĕ Г.Хасянов, Г.Яковлева тĕп экономист сăмах илсе калаçрĕç. Çак хуçалăха нумай çул хушши ертсе пынă ĕçпе вăрçă ветеранĕ С.Алиуллов та çамрăксене кирлĕ сĕнỹсем пачĕ. Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов хутшăнчĕ, ĕçлĕ сĕнỹсемпе тухса калаçрĕ. Çапла, районти ытти хуçалăхсенчи пекех, "Дружба" ялхуçалăх кооперативĕнче ĕçлесе çитерейменни те, усă курман резервсем те пур-ха. Ĕç дисциплинине çирĕплетесси, ĕç укçи пысăках пулманни тата ытти те. "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕнче яланах ĕçчен çынсем пурăннă, вĕсем ра-йон шайĕнче тулăх тырпулпа, сĕтлĕ, самăр выльăхсем тытнипе палăрса тăнă. Пухура чылай çын хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Апла пулсан, ял халăхне хуçалăхри проблемăсем пăшăрхантарма пăрахман. Çакă кăçал татах та ăнăçлă кăтартусемпе ĕçлеме май парасса шанма пулать. Кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлесен, пухура пулнă шухăшсене урама тухсанах пуçĕсенчен кăларса пăрахмасан хуçалăх малашне те пурăнĕ, аталанĕ.