Комсомольский муниципальный округ

Н.В.Суслонова районта

Февралĕн 15-мĕшĕнче районта Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин кунĕ пулчĕ. Çавна май района ĕçлĕ визитпа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Владимировна Суслонова тата министерствăн специалисчĕсем пулчĕç. Вĕсем Каçал тăрăхĕнчи сиплев учрежденйĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Ветерансемпе ĕçлекен тĕп специалист ваттисен çурчĕн пурнăçĕпе интересленчĕ. Вĕсем пурăнакан условисемпе тĕплĕн паллашрĕ. Тĕслĕхрен, Шурутри çемье тухтăрĕн офисĕн çумĕнчи ватă çынсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче, Йăлмахвари ваттисен çуртĕнче пулчĕç. Вĕсенче хỹтлĕх тупнă ватăсене валли пĕтĕм услови пур: икшерĕн пурăнмалли ăшă пỹлĕмсем, туалет, душ, ура-йĕнче çемçе палас, телевизор, столовăйĕнче кашни кунах тутлă апат пĕçереççĕ, мунча хутса ватăсене çăвăнтараççĕ. Е.В.Зайцева специалист ватăсен çурчĕсемпе кăмăллă пулчĕ. Çĕнĕ Мăратри çемье тухтăрĕн офисне Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова хăй çитсе курчĕ. Унта ĕçлекенсемпе, офиса килнĕ çынсемпе курса калаçрĕ. Медицинăри çĕнĕлĕхсене пурнăçа еплерех кĕртнипе кăсăкланчĕ. Компьютерпа рецепт хатĕрлекен кабинетра пулчĕ. Çавăн пекех вырăнти аптека пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Çăмăллăхсемпе усă куракансене эмелпе тивĕçтерес ĕç еплерех пынипе интересленчĕ. Республика бюджетĕнчен вĕсене валли çителĕклĕ укçа уйăрнине пĕлтерсе йывăрлăхсем пулмалла маррине каларĕ. Сывă ачан, акушер шăл тухтăрĕн кабинечĕсем пурри ял халăхĕшĕн савăнăç. Çавăнпа та хăнасем Çĕнĕ Мăратри çемье тухтăрĕн офисĕ лайăххисенчен пĕри пулнине, кунта ял çыннисене кỹрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ỹснине палăртрĕç. Врачсен паха пулăшăвĕ халăха савăнтарать. Хăнасем Хырхĕрри ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне çитрĕç. Çавăн пекех район больницин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса ача-пăча уйрăмĕ çĕнелнине палăртрĕç. Ытти уйрăмсенче тухтăрсен, медсестрасен ĕçне туллин тишкерчĕç. Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, 2006 çулта врачсемпе медсестрасем хушма укçана вăхăтра илнĕ. Районта 28-шне укçапа тивĕçтернĕ. Февраль уйăхĕнче реестрта 36 çын. Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану кунне район администрацийĕн çуртĕнчи канашлупа вĕçлерĕç. Пĕрле тĕл пулса пĕтĕмлетỹсем турĕç. Çăмăллăхсемпе усă куракансем социаллă пакета суйласа илнисем çинче чарăнса тăчĕç. Районта вĕсене канма каймалли путевкăсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Тĕслĕхрен: 2005 çулта 154 çын тĕрлĕ санаторире сипленнĕ, çавăн пекех санатори путевкисемпе чи малтан вăрçă ветеранĕсене тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕ Нина Владимировна. Анчах та вĕсене социаллă пакетпа усă куракансен йышĕ 37 процент çеç пулни пăшăрхантарать. Министерство çыннисем районти кăтартусем япăх маррине, сывлăха сыхлас ĕç çỹлти шайра пулнине палăртрĕç. 



"Каçал Ен"
18 февраля 2006
00:00
Поделиться