Каçал ен"- 75 çулта Район пурнăçне çутатать
Пирĕн районта тухса тăнă "Паянхи сас", "Октябрь ялавĕ", халĕ вулакансем патне çитекен "Каçал ен" хаçатра Чăваш республикинче хисеплĕ ят çĕнсе илнĕ çыравçăсемпе журналистсем чылайăн ĕçленĕ. Эпир Чăваш АССР халăх писателĕсемпе Лаврентий Таллеровпа, Денис Гордеевпа, Чăваш халăх поэчĕпе Валерий Туркайпа, Геннадий Мальцев писательпе, Виталий Шемекеев поэтпа, паллă журналистпа Геннадий Уткинпа мăнаçланатпăр. Пирĕн районта çуралса ỹснĕ, халĕ республикăри хаçатсенче вăй хуракан чылай журналистăн пĕрремĕш хайлавĕсем пирĕн хаçатра чи малтан кун çути курнă. Паян эпир, вунă çын, хаçат вулакансем патне вăхăтра çиттĕр тесе тăрăшатпăр. Редакцире чылай çул ĕçленĕ Л.Д.Баринова корректор, З.Н.Соловьевăпа В.В.Гаврилов корреспондентсем иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва кайрĕç. Вĕсен вырăнне вара çамрăксем килчĕç, ĕçе хăнăхса пыраççĕ. Пирĕн тĕллев- район пурнăçне, ĕç-хĕлне яланхи пекех çутатса пырасси. Куллен кун тухса тăракан çивĕч ыйтусене хускатасси. Район хаçачĕ яланах "район тĕкĕрĕ" пулнă, пирĕн ĕçченсем çакăншăн малашне те тăрăшĕç.