Комсомольский муниципальный округ

Район хыпарĕсем

Тепĕр хут регистрацилеççĕ. Райпора паянхи куна 7 пин пайщик шутланать. Хальхи вăхăтра вĕсене тепĕр хут тĕрĕслесе регистрацилеççĕ. Члена кĕрес тесен пайщиксен 50 тенкĕ тỹлемелле. Пайщикран тухма ятарлă заявлени çырмалла. Вĕсен вара темиçе тенкĕпе çеç çырлахма тивет. Райпо правленийĕ пай укçи тỹлекенсене çулсеренех дивиденд парса пыма шантарать. Куратпăр ĕнтĕ, райпо аталанать. Çĕнĕрен-çĕнĕ объектсем хута ярать. Çавăнпа та республикăри хăшпĕр райпосем пек пĕтсе ларас хăрушлăх палăрмасть.

Татах компьютерсем килеççĕ. Районти шкулсенче паянхи кун 162 компьютер. 24 вĕренекен пуçне 1 компьютер лекет. Иртнĕ çул çак ăслă техникăна 16 илнĕ. Малашне вĕрентекенсен пурин те компьютерпа ĕçлеме пĕлмелле. Районти пур база шкулĕсенче те тенĕ пекех интернета кĕме пултараççĕ. Вĕсенче компьютер класĕсем те йĕркеленĕ. Çак енĕпе малашне ăнăçлăрах ĕçлесшĕн. Кăçал ятарлă программăпа шкулсене татах та компьютерсемпе пуянлатмалла.

Донор кунĕнче. Нумаях пулмасть Аслă Çĕрпỹел пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче Донор кунĕ иртрĕ. Унта ял çыннисем йышлăн хутшăнчĕç. Чăн малтанах В.Табаков тата И.Акчурин çемйисем çитрĕç. Çак кун мĕнпурĕ 74 çын юн пачĕ. Вĕсене сăваплă та пархатарлă утăм тунăшăн тав тăватпăр.



"Каçал Ен"
21 февраля 2006
00:00
Поделиться