Пĕр шухăшлă пулмасан тупăш илеймĕн
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем лайăх ĕçлени, аталанса пыни кăмăла çĕклентерет. Çакăн пек хуçалăхсенче отчетлă пухусем йĕркеллĕ иртеççĕ. Калаçусем вак-тĕвек тавра мар, ĕçе мĕнлерех тĕрĕс йĕркелесси, йăнăшсене тĕплĕн тишкересси, вĕсене пĕтермелли çул-йĕр тупасси, тухăçлăха, производствăна ỹстерес енĕпе еплерех утăмсем тумалли пирки пыраççĕ. "Рассвет" кооперативри отчетпа суйлав пухăвĕ шăп çакнашкал лару-тăрура иртрĕ. "Рассвет" кооператив ра-йонĕпе чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри. Çакă кооператив председателĕ М.Р.Афанасьев правленин отчетлă доклачĕпе паллаштарнă май яр уççăн курăнчĕ. Иртнĕ çул хуçалăх ĕçченĕсем пурĕ 19 миллион та 623 пин тенкĕлĕх продукци туса сутнă. Кооперативра пĕлтĕр халăх çĕрĕпе пĕрле 550 гектар çинче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене акса хăварса пуçтарса илнĕ. Кĕлете мĕнпурĕ 1572 тонна та 346 килограмм тырă кĕнĕ. Кашни гектар пуçне 381 центнер çĕрулми пухса илнĕ. Ку вăл районта та, республикăра та 2-мĕш кăтарту. Выльăх кăшманĕн тухăçĕ кашни гектартан 673,4 центнер пулнă. Кунта механизаторсен дисциплини çирĕп, пĕтĕм технологие пăхăнса ĕçлеççĕ. Тепĕр енчен, кооператив правленийĕ вĕсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелеме пĕлни те пысăк вырăн йышăнать. В.Афанасьев, В.Волков, В.Портнов трактористсем хушнă ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Вырма пахалăхĕ, хăвăртлăхĕ "уй-хир карапĕсем" ĕçленипе тачă çыхăннă. Кунта вара В.Поповпа А.Матросов, А.Толокновпа В.Уткин, В.Коноплевпа А.Краснов, А.Прокопьевпа Н.Павлов комбайнерсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Хуçалăх 2005 çулта 15568 центнер аш-какай №100 гектар çĕр пуçне№, 584,5 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕне 5000 ытла килограмм сĕт антарнă. Пухура агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.Тимофеев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Муллин тата ыттисем те хăйсен сăмахĕсенче тĕрлĕ сĕнỹсем парса правленин отчетне пуянлатрĕç, шухăшне тарăнлатрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та ĕçлĕ сĕнỹсемпе тухса калаçрĕ.