Президент стипендиачĕ. Юрататăп юрлама
Марина Шумилкина çепĕç илемлĕ сассипе юрласа камăн чĕрине кăна тыткăна илмен-ши? Мĕн чухлĕ çамрăкшăн кумир пулса тăнă. Вăл Комсомольскинче çуралса ỹснĕ. Çамрăк хĕр Чĕмпĕрти культура училищин эстрадăпа джаз ăсталăхне туптанă. 1996 çулта тăван районти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Марина юрăç пулмах çуралнă тейĕн, унăн- Турă панă талант. Çакна пултарулăх çулĕ те çирĕплетет: 1997 çулта ăна "Кĕтне кĕввисем" фестивальте "Мисс-подиум" дипломпа чысланă, 1998 çулта вăл "Елчĕк ен" эстрада юррисен фестивалĕн лауреачĕ, 2001 çулта регионсем хушшинчи ял çамрăкĕсен "Ăраскал" фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн, "Кĕтне кĕввисенче", Гран-при, Тăвайра эстрада юррисемшĕн иикĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2003 çулта Шăмăршăри "Çамрăк сасăсем", чăваш эстрада юррисен "Кĕтне кĕввисем" фестивалĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тăвайра иртнĕ "Анатри кĕвĕсем" фестиваль лауреачĕ. Марина Шумилкинана туй тамадинче курма пулать, юбилейсене савăнăçлă ирттерме пулăшать. Чăн та пултаруллă! Унăн чиперкке хĕр Саша ỹсет. Творчествăри пултарулăхне, ĕçри ăнтăлăвне шута илсе культура пайĕ, пĕрле ĕçлекенсем ăна Президент стипендине илме тивĕçлĕ тесе шутланă.
-Çак профессине суйласа илме сире мĕн хистерĕ?
- Эпĕ ача чухнех питĕ юрлама юрататтăм. Çапах та клубра ĕçлетĕп тесе нихăçан та шутламан. Пурнăç çулĕ мана çакăнта çавăрса çитерчĕ. Халĕ эпĕ уншăн савăнатăп çеç.
- Эсĕ хăвăн пĕрремĕш ĕç укçине ас тăватăн-и?
- Паллах. Эпĕ ун чухне 300 тенкĕ илнĕччĕ. Манран кивçен укçа ыйтрĕç. Эпĕ пĕрремĕш ĕç укçине кивçен патăм.
-Ĕçре чи кирли мĕн?
-Коллектив туслă пулни, пĕрне пĕри ăнланни. Ун пек чухне ĕçлеме те çăмăл.
-Пушă вăхăта епле ирттеретĕн?
-Пушă вăхăтра ытларах çыхатăп. Кроссвордсен тупсăмне тупма юрататăп.
-Ĕçри ăнăçусем ытларах коллективран килеççĕ-и?
-Çапла. Пирĕн ĕçĕ çавăн пек. Пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Мĕнле-тĕр мероприяти ирттермелле-и, спектакль хатĕрлемелле-и, концерт лартмалла-и- яланах пĕр-пĕринпе çыхăнса, пулăшса пыратпăр.
-Юлашкинчен çамрăксене мĕн суннă пулăттăр?
-Харпăр хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарччăр. Спорт, КВН, тĕрлĕ мероприятисене активлăрах хутшăнччăр.
-Малашне те ăнăçу сире, Марина.