Комсомольский муниципальный округ

Экономика

Патшалăх пулăшнă Районти агропромышленность комплексне аталантарма иртнĕ çул республика бюджетĕнчен 13188 пин тенкĕ (виçĕмçулхинчен 4,4 хут ытларах) тỹрремĕн ассигновани панă. Вăл шутран выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне ỹстерме 953 пин тенкĕ, элита вăрлăхшăн-1728 пин тенкĕ, çĕр пулăхлăхне ỹстерме- 2650 пин тенкĕ, минераллă удобренисем валли- 1561 пин тенкĕ, ỹсентăрансене химилле майпа хỹтĕлеме 1300 пин тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне коммерци кредичĕн процент ставкисене субсидилеме 4053 пин тенкĕ, фермер хуçалăхне аталантарма 193 пин тенкĕ, хăмла ĕрчетме 255 пин тенкĕ, çĕрйĕркелỹ ĕçне туса пыма 311 пин тенкĕ, тухăçа страхлама 214 пин тенкĕ панă. Федераллă бюджетран та укçа-тенкĕ килнĕ. Элита вăрлăха, химилле хỹтĕлеве 1 минераллă удобренисем туянма тата ытти тĕллевпе те пурĕ 6281 пин тенкĕ укçа унтан килнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем 70 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем илнĕ.

Суту-илỹ аталанăвĕ Вак суту-илỹре пĕлтĕр 319,8 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Ку тĕлĕшпе чи ăнăçлă ĕçлекенни- райпо. Унти тавар- çаврăнăш пĕтĕм таварçаврăнăшăн çуррине йышăнать. Пĕчĕк предпринимательство та вак суту-илỹпе тата обществăлла апатланупа ĕçлет. Кăçалхи çул пуçланнă тĕле пĕчĕк предприятисен тата предпринимательсен ваккăн сутмалли 96 точка тата обществăлла апатланăвăн 7 точки пур. Çурт-йĕр çĕкленĕ Иртнĕ çул тĕрлĕ çăлкуçсенчен илнĕ укçа-тенкĕпе пурĕ 18,579 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Ку виçĕмçулхинчен 8,8 процент ытларах. Çавăн пекех социаллă çурт-йĕр тăвас енĕпе те ĕçленĕ (0,458 тăваткал метр). Пурăнмалли çурт-йĕр тума ипотека кредичĕн республикăри тĕллевлĕ программипе 3438 пин тенкĕ кредит илнĕ. "Яла 2010 çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ федераллă программăпа 30 çемье 2333 пин тенкĕ субсидиллĕ пулнă. Çавăн пекех районта "Çамрăк çемье" программăпа та ĕçленĕ. 20 çемьене 13289 пин тенкĕлĕх е виçĕмçулхинчен 1,7 хут нумайрах çăмăллатнă йĕркепе кредит панă. Районта çул-йĕр тăвас, ăна юсас тĕлĕшпе те тăрăшнă. "Таса, пахалăхлă шыв" программăпа та ĕçленĕ. Çак тĕллевпе республика бюджечĕн 1061 миллион, район бюджечĕн 0,17 миллион тенкипе усă курнă. Кăçал çурт-йĕр тăвас, çулсене йĕркене кĕртес, халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлас тĕлĕшпе малала ĕçсем пыраççĕ. 



"Каçал Ен"
04 марта 2006
00:00
Поделиться