Библиотека пурнăçпа тан утать
Урмаел ял библиотекинчен тĕслĕх библиотека тунăранпа мĕнле улшăнусем, çĕнĕлĕхсем курма пулать-ха?Тĕслĕх библиотеки ял халăхне тĕрлĕрен информаципе туллин тивĕçтерме пултарать. Кунта компьютерпа усă курса ĕçлетпĕр. Библиотекăра вулакана кирлĕ кĕнеке çук пулсан, электронлă изданисем пулăшу параççĕ. Уйрăмах шкул ачисем СД-ромсемпе, видеокассетăсемпе туллин усă кураççĕ. Вĕсене компьютерпа хăйсем тĕллĕн ĕçлеме вĕрентетĕп. Библиотекăна вĕренекенсем час-часах класпа килсе вĕренекен литература произведенийĕ тăрăх ỹкернĕ видеофильмсене пăхаççĕ. Тарăнрах пĕлỹ илес текенсем библиотекарь сĕннипе тĕрлĕ темăсемпе кĕнекесем илсе вулаççĕ. Ял халăхĕ библиотекăра "Консультант-Плюс" темипе программăпа паллашма пултарать. Çак базăра Раççей Федерацийĕ, Чăваш Республики кăларакан законсем, постановленисемпе распоряженисем вырнаçнă. Район, ял тăрăхĕн администрацийĕсем кăларакан документсен электронлă бази ял халăхне пысăк пулăшу парать. Уйрăм папкăсенче те пуçтаратăп çак документсене. Вулакансем хамăр тунă электронлă краеведени базипе усă курма пултараççĕ. Кунта ял, шкул историйĕсемпе ялти паллă çынсем, вăрçă участникĕсем çинчен хатĕрленĕ материалсем кĕртнĕ. 2005 çулта Урмаел ял библиотеки 463 çĕнĕ кĕнекепе тулчĕ. Вĕсенчен 113-шĕ- тутарла çырнă кĕнекесем. "Казань историческая" кĕнеке-альбом вулакансене Хусан хулин историйĕпе тĕплĕн паллаштарать. "Мы родом из Курэша" кĕнеке тутар халăхĕн кĕрешỹ вăййи мĕнле пулса кайни çинчен каласа парать. Уявсенче пĕрре мар çĕнтернĕ паттăрсен сăнỹкерчĕкĕсене кĕртнĕ. Çак кĕнеке спорта ертсе пыракансене, преподавательсемпе тренерсене пысăк усă парать. Çавăн пекех библиотекăра тĕрлĕрен меропрриятисем иртеççĕ. Февралĕн 14-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройне, Ленин премийĕн лауреатне, тутар халăхĕн паллă çыравçине Муса Джалиль поэта халалласа поэзи каçĕ ирттертĕмр. Малтанах Муса Джалиль пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинче чарăнса тăтăмăр. Моабит тĕрминче çырнă сăввисемпе паллашрăмăр. Шкул ачисем поэтăн сăввисене вуларĕç, инсценировка лартса пачĕç. Муса Джалиль кĕнекисенчен йĕркеленĕ выставкăна тишкертĕмĕр. Ĕçлес тĕллевсем пысăк. Кăçал- Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ. Çавна май библиотека ĕç планĕ туса çирĕплетнĕ. Ку ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрасшăн.