Комсомольский муниципальный округ

Янра хуткупăс, савăнăçлă тусăм!

Хам алла тытам сана асамçă, Кăмăлăм паян ирех те çук. Чунăм темиçе кун ман асаплă, Иксĕмĕр пуçлар-ха калаçу. Кăкăрăм çинче эс хĕпĕртеттĕн. Халь пусатăп шăкăр тỹммине Çепĕç сассупа эп киленетĕп.

-Эй, янра! Пуçла леш кĕввине!- тесе пуçларĕç "Янра, хуткупăс" ятлă уява Елена Павловăпа Татьяна Са-дртдинова. Халăх йышлăн пуçтарăннă Хирти Явăш шкулĕн актовăй залне. Пилĕк ялтан пуçтарăнса купăсçăсен уявне курма килнĕ. Ертсе пыракансем купăсçăсене çăкăрпа тăварпа кĕтсе илчĕç, чăвашсен йăлипе кăпăклă сăра ĕçсе пама ыйтрĕç. Ĕлĕк кашни килте тенĕ пекех купăс янăранă. Шел пулин те, купăс сасси паянхи кун сахалран та сахалрах илтĕнсе пырать. Çапах та асатте-асанне йăлисене манман çынсем пирĕн хушăра сахал мар. Акă вĕсем- паянхи сĕтел хушшине ларнă, чăн-чăн чыса тивĕç ăстасем: ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, район Совечĕн депутачĕ В.Н.Гордеев, Рустем Фаряхов, Решет Бикбулатов, Владимир Павлов, Минадора Гаврилова, Олеся Гаврилова тата ытти купăсçăсем. Уява пуçланă май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, "Дружба" кооператив ертỹçи Р.М.Мансуров, район совечĕн депутачĕ В.Н.Гордеев купăс-çăсене саламласа ăнăçу сунчĕç. Унтан кашни купăсçă хăйсем купăспа мĕнле выляма вĕренни çинчен каласа пачĕç, юратнă юррисене халăх умне тухса юрларĕç. Куракансем В.Гордеев юрланă В.Адюков юррисене, Р.Фаряхов, Р.Бикбулатов шăрантарнă халăх юррисене нумайччен ал çупса, сцена çинчен ямарĕç. Хирти Мăрат ялĕнчи Виталий Павлова халалласа унăн ывăлĕпе кинĕ Гордеевпа пĕрле "Шурă хурăн" юрра юрланине халăх ура çине тăрса итлерĕ, вилнĕ купăсçа сума суса чыс турĕ. Çавăн пекех кунта çемье ансамблĕсен конкурсне те йĕркеленĕ. Уйрăмах Наташăпа Владимир Павловсен, Людмилăпа Юрий Алексеевсен çемйисем юрăпа чăн-чăнах туслине кăтартса пачĕç. Купăсçăсемпе пĕрле нумай çын хăйсен пултарулăхне сцена çине тухса кăтартрĕ. Э.Зарипова, Э.Николаева, Э.Гордеева, М.Зинетуллина юрлани куракансен чĕрисене чăн-чăнах тыткăнларĕ. Коллективсем хушшинче почтăра ĕçлекен Г.Зайцева, З.Сметанина, В.Гордеева палăрчĕç, вĕсем "Çумăр çăвать" юрăпа пĕтĕм зала пĕрле юрлаттарма пултарчĕç. Олеся Гаврилова- чи çамрăк купăсçă. Вăл шкулта çеç вĕренет-ха, çапах та аккардеон çинче выляса халăха тĕлĕнтерчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Носов купăса вăрăммăн тăсса ярса ташлама чĕнчĕ, пурте пĕрле зал варрине тухса такмак каласа ташша пуçласа ячĕç. Такмакçăсем хушшинче уйрăмах Н.Павлова, Э.Зарипова, Г.Садртдинова, Э.Гордеева, Л.Гордеева тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç. Мĕн тери лайăх пурте пĕрле пуçтарăнса çакăн пек уявсем ирттерме. Уява савăнăçлă ирттерме пулăшнă "Дружба" кооператив ертỹçине Р.М.Мансурова, "Старт" магазин хуçине Н.Носовăна, "Ильнар" магазин ертỹçине тав сăмахĕ калатпăр, малашне те çакăн пек уявсене ирттерме пулăшасса шанса тăратпăр. Халăх йăли-йĕркине манман çынсене, маттур та ăста купăсçăсене тавтапуç, яланах пирĕнпе пĕрле купăс пултăр, эсир савăнтарнă юрă-ташă кĕввисем пирĕн чĕрере янăраса тăччăр



"Каçал Ен"
07 марта 2006
00:00
Поделиться