"2005 çулхи чи лайăх кĕнеке" конкурс пырать
Пирĕн республикăра кашни çулах "Литературăлла Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки" конкурс иртет. Конкурс март уйăхĕн вĕçĕччен пырать. Çак конкурса пуçарса яраканĕ- Наци библиотеки. Конкурс тĕллевĕ- республикăра пурăнакан халăха кĕнеке вулама явăçтарасси, чи лайăх произведенисене тупса палăртасси. Кăçалхи конкурса 2005-мĕш çулта республикăра пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаççĕ. Çак кĕнекесем хушшинче пирĕн ентешсен Д.Гордеевăн "Хуп хушшинчи çылăх", В.Туркайăн "Ночь мелодия", Н.Ыдарайăн "Ырă тĕрленчĕк- ылтăн тĕпренчĕк" сăвăсен кĕнекисем те пур. Конкурса хутшăнса районти библиотекăсенче 2005-мĕш çулта тухнă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Хисеплĕ вулакансем, эсир çак кĕнекесене вуласа тухса, кирлĕ хак парасса шанатпăр. Килĕшекен кĕнекесем çинчен хăвăр шухăш-кăмăла библиотекăра ĕçлекенсене пĕлтерме ан манăр. Сирĕн сасă чи лайăх кĕнекесене суйласа илме пулăшĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене апрелĕн 15-мĕшĕнче республикăра сумлă жюри пăхса тухать.