Комсомольский муниципальный округ

Чăваш тĕррисен куравĕ

Кĕçĕн Çăварни кунĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ тĕлне "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче чăваш тĕррисен куравĕ уçăлчĕ. Чăваш тĕрри эрешне искусство тĕсĕ вырăнне хурса тĕпчев ĕçĕ пуçлаканни Н.С.Симаков пулнă. ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче- ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри музейсем коллекци ĕçне самаях вăйлатса яраççĕ. Çак тапхăрта чăваш халăх искусствин произведенийĕсем Санкт-Петербургри Вырăс музейне, Хусан, Самара, Саратов, Чĕмпĕр музейĕсене çитеççĕ. Октябрьти Социализмла Аслă революци хыççăн халăх искусствине тĕпчес ĕçре çĕнĕ тапхăр пуçланать. Чăваш автономине туса хунă хыççăн Шупашкар хули чăваш ăслăлăхĕн центрĕ пулса тăрать. Тăван тавралăха тĕпчекен музей, 1921 çулта уçăлнăскер, çав вăхăтранпа халăхăн культура таланчĕсене пуçтарса тата упраса тăрать. Кирек хăш халăхăн та искусстви хăй çеç аталанмасть. Кỹршисен культурипе çыхăнса, вăл унран çĕнĕ вăй илет, пуянрах та нумай енлĕрех аталанма пуçлать. Чăвашсен хĕрарăм тумтирĕ тата унăн эрешĕ туркменсемпе казахсен, кăркăссемпе каракалпаксен, азербайд-жанецсемпе таджиксен, пушкăртсемпе тутарсен тумтирĕпе тата вĕсен тĕрĕ ỹкерчĕкĕсемпе нумай чухне пĕр пек. Апла пулин те, чăваш искусствин пĕр хăйне çеç тивĕçлĕ енсем, нацилле форми те пур. Çак формăн тĕп палли тесе кĕтеслĕ-кĕтеслĕ эреш питĕ вăйлă аталаннине палăртмалла. "Çыру тĕрри" чăвашсен эреш искусствинче хăйне уйрăм пай шутланать. Унăн композицийĕ тĕрлĕрен пулать. Час-часах ỹкерчĕксем тỹрĕ йĕрсем хушшинче çỹлтен аялалла е сылтăмран сулахаялла вырнаçса тухаççĕ. Тепĕр чух паллăсем пĕр пысăк эреш варринче пулаççĕ. Паллăсем яланах ушкăнпа вырнаçаççĕ. Ăстаçă "Çыру тĕррине" пĕр çип хулăнăш çеç тунă. Тĕрленĕ чухне 4-5 ĕслĕ çиппе усă курнă. Сăрăсене йывăç хупписенчен, папкисенчен е çулçисенчен, курăк тымарĕсенчен, тунисенчен е чечекĕсенчен, çăмарта сарринчен тата ыттисенчен те тунă. Меслечĕсем тĕрлĕрен пулнă. 30 ытла чикĕм пĕлнĕ тĕрĕçĕсем. Килте тĕртнĕ пир çине пĕр енлĕ е икĕ енлĕ тĕрленĕ. Качча кайиччен хĕрупраçăн арчинче 100-е яхăн тĕрленĕ япала пулмалла пулнă. Туйра вара çав арчари япаласене ватăсем пăхнă. Тирпейлĕ тунă-и, ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăннă-и, тепĕр енче тухса тăракан çипсем çук-и тенĕ. Курава йĕркелес умĕн чылай маларах "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Разноцветие народных узоров" творчество лабораторийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Выставкăна чăваш наци тĕррин элеменчĕсене тĕпе хурса тĕрленĕ салфеткăсене тăратрăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев- чăваш тĕррисене сыхласа хăварасси тата малалла аталантарасси. Çак курав залĕнче ачасене ĕç урокĕсенче тĕрĕ ăсталăхне вĕрент-ме пулĕ. Кăмăл тăвакансене эпир те пулăшма пултаратпăр. Пуян халăх хура-шурне сахал мар тỹссе ирттернĕ пулин те, хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса аталантарса пыма пултарнă. Тĕрĕсенче чăваш халăхĕн пархатарлă илемлĕх туйăмĕ, ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕ, çутçанталăк çураçулăхĕ сăнарланнă. Килсе курăр. Ỹкĕнмĕр.



"Каçал Ен"
11 марта 2006
00:00
Поделиться