Комсомольский муниципальный округ

Документсене упрасчĕ

Мартăн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнчи архив ĕçче-нĕсем хăйсен уявне паллă турĕç. Çĕршывра социаллă тата политикăлла улшăнусем пулсах тăнипе архив пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Пирĕн пата ĕç стажне, ĕç укçине çирĕплетсе паракан документсем шыраса килекенсем йышланчĕç. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти архиври 157 фондра 14 пин ĕç упранать. Кунсăр пуçне 57 организаци, учреждени, предприяти хăйсен докуменчĕсене пирĕн пата парса тăрать. Район администрацийĕ ăнланса пулăшнипе район архивĕ пурлăх никĕсне аванах çирĕплетрĕ. Архив докуменчĕсем халĕ путвалта мар, кирлĕ пек хатĕрлесе çитернĕ пỹлĕмре упранаççĕ. Архив ĕçĕн тухăçлăхне ỹстерес тĕлĕшпе пире компьютерпа та тивĕçтернĕ. Вăл ĕçе çăмăллатать, кирлĕ информаци хăвăрт тупса пама пулăшать. Архив докуменчĕсемпе усă курса иртнĕ çул 3 выставка йĕркеленĕ: Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнине халалласа, "Искра" колхоз 75 çул тултарнин ячĕпе, архив кунĕпе. Афганецсем пирки воин-интернационалистсен сăнỹкерчĕкĕсемпе ятарлă альбом хатĕрленĕ. Чечен Республикинче пулнă, вилнĕ салтаксен çырăвĕсене тата сăнỹкерчĕкĕсене пуçтарас ĕç пуçланнă. Уйрăм çынсен докуменчĕсене те пухатпăр, упрама хыватпăр. Архив ĕçĕ районта лайăх енне улшăннă пулин те, татса паман ыйтусем те, çитменлĕхсем те пур. Экономика енчен йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ пирки панкрута тухнă хуçалăхсенчи документсен управлăхĕ пăшăрхантарать. Кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне маларах саланса кайнă "Эмитрон" завод филиалĕн, кино кăтартакан предприятин, "Сундырь", "Север", "Тукай", "Красный Октябрь" ял хуçалăх кооперативĕсен, "Комсомольская" агрофирмăн докуменчĕсем пирĕн алăра мар. Районти сĕт завочĕн хучĕсем те архива çитмен. 2002 çулта РФ "Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕ çинчен" саккун тухнă хыççăн пирĕн пата килекен çынсен йышĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Акă, иртнĕ çул çеç районти архива 5, 10, 15 çул каярахри ĕç укçине ыйтса 200 çын килнĕ. Документсем мĕнле йĕркеленни, упрама хуни чи малтан предприятисемпе организацисенчен килет. Архив ĕçĕн тепĕр енĕ- вĕсене тĕрĕслесе тăрасси. 47 учрежденире, предприятире, организацире документсене йĕркене кĕртессине вăхăтра та пахалăхлă тунă. Ку кăтарту республикăри муниципаллă архивсем хушшинче чи лайăххи. Налук службинче, прокуратурăра, казначействăра, ял тăрăхĕсенче (Урмаел ял тăрăхĕсĕр пуçне), район администрацийĕн уйрăмĕсенче, "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче, "Рассвет", "Слава", "Асаново", "Восток", "Труд", "Искра" ял хуçалăх кооперативĕсенче юлашки 10 çулта документсене упрас енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Урмаел ял тăрăхĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Кунта документсемпе ĕçлессине юхăнтарса янă. Эпĕ юлашкинчен пĕтĕм учрежденире, предприятире, организацире ĕçлекен яваплă çынсене документсене йĕркеллĕ хатĕрлеме, вĕсене упрама, район архивне вăхăтра пама ыйтасшăн.



"Каçал Ен"
11 марта 2006
00:00
Поделиться