Хĕрарăмсен ячĕпе юрă-ташă
Мартăн 7-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пысăк концерт иртрĕ. Репертуара тĕрлĕ жанрлă номерсем кĕртнĕрен, куракансене концерт питĕ килĕшрĕ. Уява Б.Карзаковпа В.Кокшин уçрĕç. Вĕсем хăйсен çепĕç сассипе анне çинчен юрă юрларĕç. Искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕн воспитанникĕсем хăйсен илемлĕ ташшипе куракансене савăнтарчĕç. Ачасен кашни хусканăвĕ илемлĕ, вĕсем çине пăхнăçемĕн пăхас килет. Районти культура çурчĕ çумĕнчи "Каçал" фольклор ансамблĕн членĕсем, "Кубняночка" ансамбль те илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Наташа Михайлова, Ольга Буслаева, Марина Волкова, Ильшат Сиразетдинов солистсем уçă та янăравлă сассисемпе илемлĕ юрăсем юрларĕç. Уява районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ З.В.Каринкина, район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.В.Скворцов та хутшăнчĕç. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕç. Концерт программине культура çурчĕн специалисчĕ Б.Карзаков лайăх йĕркелесе ертсе пычĕ.