Комсомольский муниципальный округ

Выльăх пăхакансене чыс та хисеп

Район администрацийĕ тата ял хуçалăх управленийĕ мартăн 6-мĕшĕнче районта выльăх-чĕрлĕх пăхассипе малта пыракансене чысларĕç. Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов уçрĕ. Уява пуçтарăннă хĕрарăмсене мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ. Малашне те тухăçлă ĕçлеме вăй-хал сунчĕ. Вĕсем тăрăшнипе пирĕн район кăтартăвĕсем пысăккине палăртрĕ. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов выльăх-чĕрлĕх отраслĕ 2005 çулта еплерех ĕçлесе пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çулсеренех кăтартусем ỹссе пынине каларĕ. 2005 çулта районĕпе 7950,5 тонна е кашни ĕне пуçне 3310 кг сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 6,3 процент ытларах. Çавна май пирĕн район республикăра 3-мĕш вырăнта пырать. Малалла ĕçченсене агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев саламларĕ. Чи пултаруллисене палăртрĕ. Малта пыракан дояркăсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем районĕпе 125 çын. Пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас шутпа ра-йонта кашни ĕнерен 4 пин, 5 пин килограмм сĕт суса илнĕ дояркăсен клубĕ пур. Кăçал вĕсен йышĕнче 37 доярка. Вĕсем: "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнчи О.В.Наумова (5945 кг), А.М. Чернова (5938 кг), В.Г.Павлова (5580 кг), "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнчи Л.И. Чижикова (5839 кг), В.А. Яковлева (5630 кг), С.Н.Владимирова (5070 кг), Л.М.Козлова (4997 кг), М.И.Таркина (4959 кг), В.Н.Павлова (4844 кг), Л.В.Иванова (4657 кг), А.А.Кашкирова (4518 кг), И.А.Белова (4705 кг), "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнчи М.И.Казикова (5491 кг), Е.Г.Коновалова (5407 кг), А.Н.Порфирьева (5189 кг), М.Н.Белкова (4333 кг), З.И. Белкова (4240 кг), "Луч" ял хуçалăх кооперативĕнчи З.П. Анисимова (4942 кг), Г.В.Фомина (4680 кг), В.Г.Николаева (4604 кг), Н.Н.Егорова (4391 кг), С.В.Никифорова (4337 кг), В.А.Наумова (4270 кг), Н.Федорова (4100 кг), С.Н.Леонтьева (4004 кг), "Искра" хуçалăхри Л.А.Мукшина (4810 кг), И.А.Лебедева (4521 кг), Е.А.Каримкина (4437 кг), З.Я. Квасова (4294 кг), Л.А.Руссакова (4011 кг), "Слава" ял хуçалăх кооперативĕнчи В.С.Тарасова (4392 кг), В.В.Трофимова (4232 кг), В.И.Тимкина (4230 кг), "Урожай" хуçалăхри В.В.Степанова (4227 кг), Л.П.Пыркина (4235 кг), Е.А.Ильина (4353 кг), "Труд" хуçалăхри З.В.Тарасова (4319 кг). Район администрацийĕпе агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн президиумĕ 2005 çулта выльăх-чĕрлĕх пăхакансем мĕнле ĕçлесе пынине пĕтĕмлетсе чи пултаруллисене çĕнтерỹçĕсем тесе палăртнă. "Чи лайăх доярка" ята "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракан О.В.Наумова доярка тивĕçнĕ. Вăл хăйне шанса панă кашни ĕнерен 5945 кг сĕт суса илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта çак хуçалăхри А.М.Чернова. Виççĕмĕш вырăнта "Асаново" ял хуçалăхĕнчи доярка Л.И.Чижикова, "Чи лайăх ферма ертỹçи" ята, "Искра" хуçалăхри В.И.Мартынова зоотехник, "Слава" ял хуçалăх кооперативĕнчи В.И.Зайцева, "Урожай" ял хуçалăх кооперативĕнчи Л.Л.Немцева, "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнчи В.П.Петухова тивĕçрĕç. Мала тухнисене Хисеп грамотипе парне парса чысларĕç. Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе уйрăмах "Рассвет", "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Вĕсен кăтартăвĕсем çулсерен ỹссе пыраççĕ. Кашниех, паллах, çапла тăрăшса ĕçлесен аван. Пухура В.И.Зайцева, Л.Л.Немцева, В.И.Петухова тухса калаçрĕç. Уяв ячĕпе саламласа район администрацине тав сăмахĕ каларĕç. Малашне те çапла тăрăшса ĕçлеме шантарчĕç. В.Кокшин хĕрарăмсене чылай юрă юрласа савăнтарчĕ. Уява В.Курицына йĕркелесе пычĕ. Тĕрлĕ конкурссем ирт-терчĕ. Юлашкинчен пуçтарăннисем те юрă юрласа, ташласа савăнчĕç. Уявпа кашниех кăмăллă пулни курăнчĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене çулсерен çапла чыслани паллах паха. Вĕсене çакă малашне тата та тухăçлăрах ĕçлеме вăй-хал парĕ, хавхалантарĕ. Ĕçре ăнăçусем тума пулăшĕ. 



"Каçал Ен"
11 марта 2006
00:00
Поделиться