2006- Ăс-хакăл çулталăкĕ Ачасем- библиотекăра
Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пушă вăхăтра ал усса лармаççĕ. Ĕç урокĕсенче тĕрлĕ япала ăсталаççĕ: ал тутри, алшăлли тĕрлеççĕ. Ялти библиотекăна çитсе килме те яланах хавас вĕсем. Вĕсене библиотека ертỹçи Л.П.Волкова яланах тарават кĕтсе илет. Шкул ачисем хăнана пушă алăпа çитмеççĕ. Халĕ те 3-4 класс ачисем мартăн 8-мĕшĕн уявĕ ячĕпе тĕрленĕ ал тутрисем, алшăллисем, тĕрлĕ ỹкерчĕксем парнелерĕç. Шкул ачисен парнисенчен ятарлă уйрăм кĕтес йĕркеленĕ. Ачасем сăвă-юрăпа та савăнтараççĕ. Çак классенче вĕренекенсенчен К.Алексеев уйрăмах библиотекăна çỹреме юратать. Тĕрлĕ кĕнекесем вулать, тавракурăмне анлăлатать. С.Грачева, А.Андреева, С.Порядкова, Л.Крысова, Ю.Крысова ал тутрисене илемлĕ тĕрленĕ. Тăрăшса ĕçлени куç умĕнчех. Класс ертỹçи Л.П.Кузнецова ачасене библиотекăпа туслашма пулăшать. Вĕсем пуçламăш класранах кĕнекене юратчăр тесе тăрăшать. Çитес вăхăтра 6-7-мĕш класс ачисем хăнана килмелле. Çапла пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла. Библиотекăна шкул тачă çыхăнура ĕçлени савăнтарать.