Комсомольский муниципальный округ

Хирти Мăнтăр садикĕ- 15 çулта

Хирти Мăнтăр ялĕнчи ача-пăча сачĕ уçăлнăранпа 15 çул çитрĕ. Ачасемпе воспитательсене районти шкулсенчи профком председателĕсен совечĕн председателĕ А.Яковлев 15 çулхи юбилейпе чĕререн саламларĕ. Çавăн пекех Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Журавлев тухса калаçрĕ. Вăл та Хирти Мăнтăр садикĕнче ĕçлекен воспитательсене тата ачасене 15 çулхи юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, малашне те çавăн пекех лайăх ĕçлесе пымалли çинчен каларĕ. Садике çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем ача сачĕ валли магнитофон туянса пачĕç. Юлашкинчен кĕçĕн классенче вĕренекенсем лайăх концерт лартрĕç. 



"Каçал Ен"
15 марта 2006
00:00
Поделиться