Комсомольский муниципальный округ

"Пĕчĕк çеç путене" тусĕсене пуçтарчĕ

Мартăн 11-мĕшĕнче Комсомольскинчи поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче ачасен "Пĕчĕк çеç путене" фестивалĕн V смотр-конкурсĕ иртрĕ. Унта 16 шкулти çамрăк артистсем чăваш, вырăс, тутар халăх пултарулăхне сцена çине кăларчĕç. Халăх вăййисене, уявĕсене, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, такмакĕсене ачасем аслашшĕ-асламĕшсенчен кая мар сăнларĕç. Коллективсем пурте пултаруллă, маттур. Çавăнпа та жюрине "чи-чисене" суйласа илме те çăмăл пулмарĕ. Районти ачасен искусство шкулĕн кĕçĕн ушкăнĕн (ертỹçи Лариса Григорьева) "Валенки" ташши, Татьяна Иванова воспитанникĕсен чăваш тата вырăс ташшисене чи лайăххисем тесе хак пачĕç. Уйрăм юрăçсем хушшинче Наташа Михайловăпа Диана Карпова дуэчĕ "Зачем солнце рано пало" юрра ăста шăрантарнăшăн пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта- Нĕркеçри Сергей Петров. Йỹç Шăхалĕнчи Евгений Данилов çамрăк юрăç вара виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Ачасен фольклор коллективĕсем хушшинче Хирти Явăш вăтам шкулĕн ушкăнне çитекенни пулмарĕ. Асанкасси шкулĕн "Илем" фольклор ансамблĕ иккĕмĕш вырăн хуçи пулса тăчĕ. Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Районти ачасен "Пĕчĕк çеç путене" V фольклор фестивалĕн çĕнтерỹçисем мартăн 18-мĕшĕнче Шăмăршăра иртекен зонăри смотр-конкурса хутшăнĕç.



"Каçал Ен"
15 марта 2006
00:00
Поделиться