Комсомольский муниципальный округ

ПАРХАТАРЛĂ ĔÇ

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпỹел тăрăхĕнчи халăх авалтанах ыр кăмăллăхпа, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнипе палăрса тăрать. Хальхинче те вĕсем хăйсен ырă йăлине малалла тăсрĕç: вырăнти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ Донор кунне ирттересси çинчен пĕлтерсен юн пама вун-вун çын пырса çитрĕ. Чи малтан В.Табаковпа И.Акчурин (икшерĕн-виçшерĕн) яланхи йăлапа инкеке лекнĕ çынна пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерчĕç. Вĕсем хыççăн ыттисем те черетленсех юн пачĕç - пĕтемпе 70 çын ытла. - Пирĕн юн ыттисене вăй илме е йывăр вăхăтра çăлса хăварма пулăшни сăваплă пулнине туйса тăни донорсен ретĕнче пулма хистет, - терĕç вĕсем тулли кăмăлпа.



"Хыпар"
15 марта 2006
00:00
Поделиться