Хĕллехи сезон хупăнчĕ
"Каçал ен" хаçат редакцийĕ 40 çул каялла "Октябрь ялавĕ" пуçланă йăласене малалла тăсать. Çав ырă йăласенчен пĕри- хĕллехи тата çуллахи спорт сезонĕсем хупăннă ятпа хаçат призĕсемшĕн йĕлтĕрпе тата çăмăл атлетика енĕпе чупусем ирттересси. Акă, мартăн 18-мĕшĕнче хĕллехи спорт сезонне хупса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем пулчĕç. Комсомольски çывăхĕнчи вăрман уçланкине тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем, организацисен спортсменĕсем пуçтарăнчĕç. Пирваях тупăшу пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче иртрĕ. Командăсенче 3-шер хĕрача, 3-шер арçын ача, вĕсем 3 километрлă дистанцие тухрĕç. Тĕп шкулсен командисем хушшинче хырхĕррисем чи вăйлисем пулчĕç. Нĕркеç спортсменĕсем финиша иккĕмĕш çитрĕç. Виççĕмĕш вырăнта- Йỹç Шăхаль шкулĕн команди. Вăтам шкулсен вĕренекенĕсем те çак дистанциех тухрĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ вырăн-вырăнпа çăмăл пулмарĕ пулин те, пурте финиша малтан çитессишĕн тăрăшрĕç. Паллă ĕнтĕ, чи вăйли, ăнăçли çĕнтерет. Ку ушкăнра дистанцие шурутсем малтан чупса тухрĕç, пĕрремĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç (тренерĕ В.Скворцов). Вĕсенчен кăшт çеç кая юлса иккĕмĕш вырăна Асанкасси йĕлтĕрçисем йышăнчĕç. Анат Тимĕрчкасси шкулĕнчи спортсменсем, иртнĕ çул иккĕмĕш вырăнта пулнăскерсем, кăçал финиша виççĕмĕш çитрĕç. Кăçалхи ăмăртăва организацисенчен икĕ команда çеç хутшăнма кăмăл турĕ. Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи учительсемпе районти тĕп больница ĕçченĕсем хушшинчи хĕрỹ тупăшура медиксем пултаруллăрах пулни палăрчĕ. Вĕсем дистанцие маларах вĕçлесе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Шел пулин те, хăш-пĕр вăтам шкулсем районти йĕлтĕр ăмăртăвĕсенчен пăрăнни сисĕнет. Акă, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи спортсменсене хĕл каçса та йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма тỹр килмерĕ. Çакна мĕнпе сăлтавлама пулать-ха? Ачасем сывлăхлă, маттур ỹсчĕр тесе республика правительстви те спортинвентарь илме укçа-тенкĕ уйăрать, вĕрентỹ управленийĕ те хăйĕн тỹпине хывать. Йĕлтĕрсем те, пултаруллă вĕренекенсем те пурах ĕнтĕ асăннă шкулта. Ачасене малалла аталантарас ĕçре физкультура учителĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçламанни, пуçарулăх кăтартманнинчен килмест-ши çакă? Килес сезонта пур шкул команди те, предприятисем те ăмăртăва йышлăн хутшăнасса шанса тăратпăр. Çĕнтерỹçĕсем "Каçал ен" хаçат редакцийĕн Дипломĕсене, куçса çỹрекен кубоксене илме тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсене вара редакци 2006 çулхи II çур çула "Каçал ен" хаçата çырăнса парать. Вăтам шкулсенчи арçын ачасем хушшинчи пĕрремĕш тапхăрти ăмăрту уйрăмах çивĕч пулчĕ. Ара, финиша пĕрремĕш çитекене парне кĕтнине малтанах пĕлтерсе хунă-çке. Тăманлă Выçли спортсменĕ Иван Алексеев дистанцие 11,55 минутра çитрĕ. Ваньăна "Спорттовары" магазин хуçи Олег Воробьев вĕр-çĕнĕ йĕлтĕр парнелерĕ. Хаçат редакциийĕ эстафетăлла ăмăртусене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Е.А.Тихонова, А.В.Пундякова, физкультура учителĕсене, О.Н.Воробьев спонсора тав тăвать, ĕçре ăнăçусем сунать.