Комсомольский муниципальный округ

Граждансен пухăвĕсенче. Тĕп вырăнта- граждансен интересĕ

Нумаях пулмасть Кĕçĕн Каçалти культура çуртĕнче Комсомольски ял поселенийĕн пухăвĕ пулса иртрĕ. Кунта тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен специалистсене чĕннĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.В.Сильвестров пухăва кĕске сăмах каласа уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Петр Вениаминович нумай çитменлĕх çинче чарăнса тăчĕ. Комсомольски ял поселенийĕнче нумай çамрăк ĕçсĕр çапкаланса çỹрет, преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Хăшпĕрисем самообложени укçине тỹлессинчен пăрăнаççĕ. Кăçал вара тумалли ĕç нумай. Масара юсамалла, картине сăрламалла. Çунса кайнă пĕчĕк пỹрт вырăнне çĕнĕрен тумалла. Кĕрсе тухмалăх часовня ларт-са хумалла. Ун хыççăн ялти культура çурчĕн директорĕ Н.И.Жирнова тухса калаçрĕ. Культура çуртĕнче нумай мероприяти пулса иртет. Фольклор ушкăнĕ те тĕрлĕ çĕрте концертсем лартнă. Çамрăксем валли культура çуртĕнче музыка инструменчĕсем сахал. Ял поселенине ертсе пыракансен çакăн пирки те шутласа пăхмалла. И.Г. Албутова ялти библиотекарь, фельдшер пункчĕн заведующийĕ А.Г.Марина хăйсен кăткăс ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕç. Ялти библиотекăран çын татăлмасть. Халĕ вăл пысăк та хăтлă пỹлĕме вырнаçнă. Сĕтелсем çинче хаçат-журнал, çĕнĕ кĕнекесем хăйсем патне чĕнеççĕ, çĕнĕ хыпарсем пĕлтереççĕ. Кунта компьютер та пур. Алина Геннадьевна та çынсен сывлăхне ялан тĕрĕслесе тăрать, вăхăтра пулăшу пама тăрăшать. Районти тĕп больницăн врач-инфекционисчĕ Н.Н.Михайлова чирсем çинчен ăнлантарса пачĕ. Социаллă пулăшу пайĕнчен килнĕ И.Г.Белобаева ватăсене пенси пирки лайăх ăнлантарса пачĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Ю.В.Скворцов та тухса калаçрĕ, ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕ. Юлашкинчен пухăва хутшăннисене концерт лартса пачĕç. Фольклор ушкăнĕ те халăха савăнтарчĕ. 



"Каçал Ен"
25 марта 2006
00:00
Поделиться