Район çыннисемпе тĕл пулчĕç
Чăваш Республикин Правительствинче ĕçлекенсем час-часах районсене тухса халăхпа тĕл пулаççĕ, ĕç коллективĕсене çитсе унти лару-тăрупа паллашаççĕ. Мартăн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерствинче ĕçлекенсем пирĕн района килсе çитрĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков кĕтсе илчĕ. Килнĕ ĕçлĕ ушкăн- министр çумĕ Н.В.Димитриева, министерствăн консультант-пресс-секретарĕ Е.В.Богданова, "Чăвашгаз" патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ В.Е.Навицкий, топливăпа энергетика комплексĕн координаци тата энергие перекетлекен пайĕн начальникĕ Р.Р.Бухарин район пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа чи малтанах "Агрокабель" ООО цехне çитсе курчĕç, унти производствăпа паллашрĕç. Цеха пырса кĕрсенех, кунта вăй хуракансем ахаль ларманни курăнчĕ. Çакна ЧР промышленность министрĕн çумĕ Наталья Викторовна та çирĕплетрĕ. "Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кунта чылай улшăну пулнă",- терĕ вăл. Продукци кăларасси чылай ỹснĕ, кабель тумалли чĕртавар çителĕклĕ. Халĕ вĕсен виçĕ сменăпа ĕçлемелĕх те заказ пур. Çавна пула ĕç укçине самай хăпартма май килнĕ. Хăнасем "Кооператор" производство комбинатне те çитсе килчĕç. Кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç. Çак заводра туса кăларакан пылак шыва тутанса пăхрĕç, лайăх хак пачĕç. Çак кунах ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Канашлура ялсенчи çĕнĕ урамсене электричество кĕртес ыйтăва пăхса тухрĕç.