Комсомольский муниципальный округ

РАШТАВ ТУРНИРĔ ХĔРỸ ИРТРĔ

Районта 1995 çултан пуçласа волейболла выяс енĕпе Раштав турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак турнирăн ячĕ-сумĕ çеç мар, унта хутшăнкакан командăсен шучĕ те çулсерен ỹссе пырать. Вунвиççĕмĕш турнира, вăл январĕн 6-мĕшĕнче пулчĕ, пурĕ 26 команда килме кăмăл тунă. Çакăн чул командăна пĕр спортзалра выляма вырăн та, вăхăт та çитмест, çавăнпа спортсменсене Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсем йышăнчĕç. Комсомольски 2-мĕш шкулĕнче арçынсен чи вăйлă командисем вăйĕсене виçрĕç. Турнира уçнă май Комсомольски район пуçлăхĕ Г.Волков, "Чувашрегионгаз" предприятин генеральнăй директорĕн заместителĕсем, "Тав" компанин генеральнăй директорĕ А.Капитонов спортсменсене саламласа вăйăсенче ăнăçу сунчĕç. Кунта Шупашкар хулинчен килнĕ "Чувашрегионгазăн", "Старко" предприятин (2 команда тăратнă), "Кĕтне" ентешлĕхĕн, районăн сборнăйĕ, хуçалăх председателĕсен тата Вăрнар районĕн командисем волейбол площадкине тухрĕç. Турнира Асанкасси тата Александровка ял поселенийĕсен спортсменĕсем уçрĕç. Вĕсем хыççăн "Старкопа" вăрнарсем площадкăна тухрĕç, вĕсене ытти командăсем ылмаштарсах тăчĕç. Председательсен туслă ушкăнĕнче М.Афафнасьев ("Рассвет"), Р.Мансуров ("Дружба"), В.Михеев ("Восток"), К.Кокшин ("Правда"), Н.Мифтахутдинов ("Алга") тата А.Павлов ("Заря") Ю.Боровковăн командине хирĕç вылярĕç. Кашни тапхăртах вăйлăрах командăсем палăрса пычĕç. Финалта виççĕмĕш вырăншăн пирĕн районăн тата "Старко-1" командисем тупăшрĕç. "Старко" çĕнтерсе виççĕмĕш приза тивĕçрĕ. "Чувашрегионгазпа" вăрнарсем вара пĕрремĕш вырăншăн кĕрешĕве тухрĕç. Вăйĕ питĕ хĕрỹллĕ те кăсăклă пулчĕ. Пĕри те тепри ытларах очко тăвать, нихăшĕ те кайри пуласшăн мар. Çапах та "Чувшрегионгаз" спортсменĕсем маттуртарах пулчĕç, пĕрремĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç. Хĕрсен командисем хушшинче вара вăрнарсем чи пултаруллисем пулни палăрнă, вĕсем - пĕрремĕш вырăн хуçисем. Асанкасси тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çĕнтерỹçĕсене пурне те Дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех турнирта "Чи çамрăк волейболист", "Чи аслă волейболист", "Чи лайăх тапăнса вылякан" номинацисем пулчĕç, вĕсене те парнесем тивĕçрĕç.



"Каçал Ен"
10 января 2007
00:00
Поделиться