РФ Президенчĕн тÿпи те пур
Пултаруллă ачасене татах аталантарма, вĕсен ăсталăхне ÿстерме пирĕн республика ертÿçисем пусăмлă утăм турĕç юлашки вăхăтра: ял ачисем валли чылай вырăнта ÿнер шкулĕсем уçăлчĕç, спорт секцийĕсем йĕркеленчĕç. Çак пуçаруллă, ырă пулăма Раççей Федерацийĕ Президенчĕ В.В.Путин та палăрăмлă тÿпе хыврĕ – иртнĕ çул вĕçĕнче Владимир Владимирович хушăвĕпе çĕршыв правительстви Чăваш Енри вĕрентÿ учрежденийĕсем валли самаях сумлă грант уйăрчĕ.
Патшалăх ертÿçин сайтĕнчи хыпар пирĕн республикăра пурăнакан, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çынна савăнтармалла: çав грантпа Улатăрти ачасен ÿнер шкулĕ (155 пин тенкĕ), Куславккари ачасен музыка шкулĕ (360 пин), Çĕмĕрлери ачасен пĕрремĕш ÿнер шкулĕ (140 пин), Красноармейскинчи ачасен ÿнер шкулĕ (165 пин), Вăрмарти ÿнер шкулĕ (98 пин), Элĕкри ÿнер шкулĕ (131 пин), Тутаркассинчи (Шупашкар районĕ) ачасен ÿнер шкулĕ (111 пин), Комсомольскинчи ачасен ÿнер шкулĕ (202 пин) тата Шăмăршăри ачасен ÿнер шкулĕ (138 пин тенкĕ) тĕрлĕ инструмент тата вĕренÿре кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕр туянма усă курĕç.