АЧА ÇУЛТАЛĂКĔНЧИ ПĔРРЕМĔШ АЧА - ХĔР
2007 çула Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров "Ача çулталăкĕ" тесе палăртнă. Пурнăç пуласлăхĕ - ачасенче. Çавна май Раççей, республика правительстви тăвакан пĕлтерĕшлĕ ĕçсен йышĕ те çавнах çирĕплетет. Общество пурнăçĕнче ачасемпе ача амăшĕсене кирлĕ пек пăхни - ырă пулăм. Кăçалтан иккĕмĕш е ытларах ача çуратакансене 250 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Ăна вара ача 3 çула çитсен çеç тăкаклама юрать. 2007 çулта, ун хыççăн та ача çуратакансен йышĕ палăрмаллах ỹсессе шанас килет. Акă, кăрлач уйăхĕн малтанхи кунĕсенче районти тĕп больницăра 6 ача кун çути курнă. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ вара январĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Янкасси ялĕнчи Таньăпа Валера Мословсен хĕрĕ. Ăна ашшĕпе амăшĕ Валерия ят панă. Вăл 2,5 кг, 48 см тăршшĕ çуралнă. Валерия - çемьери 3-мĕш ача. Унăн тата аслă пиччĕшĕ Стасик, аппăшĕ Мария пур. Район больницинче Татьяна Михайловнăпа Валерияна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов çуралнине ĕнентерекен хут парса çирĕп сывлăх, телей юрату, çĕршыва юрăхлă çын çитĕнтерме сунчĕ. ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕ Римма Петровна Суратова Чăваш Ен Президенчĕн саламне вуласа пачĕ. Амăшне ачине тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă ỹстермеллине каларĕ. Çавăн пекех социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ И.А.Никитина та салам сăмахĕсем каларĕ, парне пачĕ. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов та январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă пепкен амăшĕпе ашшĕне саламларĕ, парне пачĕ. Пĕчĕкскере малашне тĕрĕс воситани парса çитĕнтерме сунчĕ. Мословсене саламлатпăр. Çемьере килĕшỹ, телей сунатпăр. Ачасем сывлăхлă та маттур ỹсчĕр.