ÇĔНĔ ÇУРТА КУÇНĂ
Ялсенче паянхи кун çурт-йĕр лартас текенсем чылай. Вĕсене патшалăх та пулăшать. Приоритетлă наци проектне пурнăçласа тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн ял çыннисем çăмăллатнă йĕркепе пулăшу илеççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Эльпуç ял поселенийĕнче Скворцовсем (Юрий Николаевич - "Дружба" ЯХПК пахчаçимĕç бригадин бригадирĕ, Людмила Александровна çак кооператив бухгалтерĕ), Гайфулловсем (Фагил Нуруллович "Дружба" ЯХПКра слесарь-наладчик, Рауе Идиетулловна - пенсионерка) çĕнĕ хăтлă çурта пурăнма куçнă. Асăннă çемьесем "2010 çулччен яла социаллă аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Çакă вĕсене çурт-йĕр строительствине кĕске вăхăтрах вĕçлеме май панă.