УЙРĂМ ХУÇАЛĂХСЕНЕ ПАрАКАН КРЕДИТ КАЛĂПĂШĔ ỸСНĔ
Раççей Федерацийĕн правительстви 2006 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче уйрăм хуçалăх тытакан граждансене çăмăллăхлă кредит памалли йĕркене тата условисене палăртакан 827 номерлĕ постановлени йышăннă. Асăннă документпа килĕшỹллĕн, килте хушма хуçалăх тытакансем, 2007 çултан пуçласа, "Агропромышленноç аталанăвĕ" нацпроектпа 1 миллион тенкĕ таран суперçăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, 2006 çулта çак кредит калапăшĕ 300 пин тенкĕ çеç пулнă. Çакна уйрăммăн палăртасшăн: - çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем, минераллă удобренисем, ỹсентăрансене хỹтĕлемелли препаратсем, çамрăк выльăх, вĕсем валли апат, ветеринари препарачĕсем туянма, ял хуçалăх техникине, выльăх-чĕрлĕх тытакан хуралтăсене юсама, ял хуçалăх культурисене тата тата сезонлăх ĕçре кирлĕ ытти пурлăха страхлама 2 çуллăха кредит илме пулать. Заемщик çак тĕллевсемпе илнĕ кредитăн сумми 300 пин тенкĕрен иртмелле мар; - пĕчĕк габаритлă ял хуçалăх техники, груз турттаракан автомобильсем (3,5 тоннăран ытла мар), 100 лаша вăйлĕ трактор, вĕсемпе кăкарса ĕçлемелли ытти агрегатсене, ăратлă выльăх, ял хуçалăх продукцийĕсене тирпейлемелли тата выльăх чĕрлĕх витисенче кирлĕ оборудовани туянма, выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтăсем тума е реконструкцилеме, газ оборудованийĕ илме тата ăна сетьпе сыпăнтарма 5 çуллăха кредит параççĕ. Заемщик çак тĕллевсемпе илнĕ кредитăн сумми 700 пин тенкĕрен иртмелле мар. 2006 çулта районти 909 заемщик килти хушма хуçалăха аталантарма 135626 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Вĕсенчен 795-шĕ унпа тĕллевлĕ усă курни пирки документ-сем тăратнă, субсиди илме пуçланă та ĕнтĕ. Килти хушма хуçалăха ура çине тăратма, яла аталантарма патшалăх çĕнĕ майсем уçса парать. Район çыннисем вĕсемпе усă курма кăмăл тăваççех тесе шутлатăп. Кредитсене перекет банкĕ, "Россельхозбанк", "Тан", "Столичный" кредит кооперативĕсем урлă илме пулать.