ХАМĂР ВĂЙ ÇИНЕ ШАНМАЛЛА
Пурте тăрăшса ĕçлемесен, малта пыракан çĕрĕç технологине алла илмесен, дисциплинăна çирĕплетмесен кооперативăн пуласлăхĕ çук. Çак шухăшсене палăртрĕç "Труд" хуçалăхăн отчетлă пухăвĕнче тухса калаçакансем. Вĕсемпе залра ларакансем алă тăратсах килĕшрĕç. Производствăна ỹстермелле, пысăк тухăç паракан культурăсемпе ĕçлемелле, ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен опычĕпе анлă усă курмалла тата ытти те. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çул япăх ĕçлесе пыман. Туса илнĕ продукцине сутас енĕпе районĕпе 3-мĕш, вăтам ĕç укçи калăпăшĕпе 5-мĕш, таса тупăш илес енĕпе 5-мĕш вырăн йышăннă. Усă курман резервсем татах та пур. Унпа анлăн усă курсан аслăчурачăксемпе чĕчкенсем татах та ăнăçлăрах ĕçлеме пултараççĕ, çитĕнỹсемпе те палăрĕç. Çак шухăшсене çирĕплетрĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х.Минетуллин. Унпа килĕшме пулать. Районти чылай хуçалăхпа танлаштарсан, кунта пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп, маттур, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн тĕп агрономĕ Г.В.Кузьмин уй-хир отраслĕ пĕлтĕр мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăр-çа йышши культурăсем кашни гектартан 25,6 центнер, çĕрулми 230 ытла центнер, выльăх кăшманĕ 238 центнер тухăç панă. Анчах та çакă çителĕксĕр. Малашне районта малта пыракан хуçалăхсем туса илнĕ тухăç патне ăнтăлмалла. Вăрлăхсене кондицие лартса, пысăк тухăç параканнисене туянса продукци калăпăшне ỹстермелле. Çак тĕллевсене уçса пачĕ агроном. Кооперативăн тĕп инженерĕ М.Х.Тимеруков машинăпа трактор паркĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Хуçалăхра тырпул пуçтарса кĕртмелли 5 комбайн, 17 автомашина, 20 трактор. Шăпах вĕсенчен, ĕçлекенсенчен уй-хирти ĕçсен пахалăхĕнчен килет тухăç илесси. Инженер çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе перекетлĕ усă курмалли, техникăна юсавлă тытса унпа лайăх ĕçлемелли пирки чарăнса тăчĕ. Пухура ытти специалистсем те тухса калаçрĕç. Шел пулин те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем пысăках мар. Унти специалистсем кашни ĕне пуçне кăçал 4 пин килограмран кая мар сĕт суса илме пулчĕç. Аш-какай туса илессине те ỹстермелле. Пăру, çура та ытларах илесшĕн. Выльăхсен ỹтхушаслăхĕ те пысăкланмалла. Çакна тума майсем пур. Çапла палăртрĕç сысна фермин заведующийĕ Е.В.Наумова тата сĕт-çу фермин заведующийĕ М.С.Хуснетдинов. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ 18 миллион та 600 пин ытла тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. 3 миллион ытла тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ. Çĕрулми, сĕт услам ытларах панă. Хуçалăхри çĕр пайĕшĕн çитес çул ял хуçалăх кооперативĕпе ял поселенийĕн администрацийĕ (ял халăхĕ ĕнтĕ) хушшинчи килĕшĕве (договора) та йышăнса хăварчĕç. Кунта тырă панипе пĕрлех кооператив пушар машинине тытса тăма, урамсене юртан тасатма, çỹп-çапа илсе тухма тата ытти тăкаксене те шута илнĕ. Колхозсем, кооперативсем панкрута тухнă тăрăхсенче çак ĕçсемшĕн ял çыннисем хăйсен кĕсйинчен укçа тỹлеççĕ. Пухура коллективлă договор йышăнчĕç. 2006 çулхи ноябрьте Ĕç кодексне çĕнĕ пунктсем кĕнĕ май, договорта та улшăнусем пулнă. Ĕçре хастаррисене, лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пынисене халăх умĕнче мĕнле чысламăн? Ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев пултаруллă механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, бригада ĕçченĕсене сцена çине чĕнсе кăларса пыл, конвертпа укçан парне пачĕ. - Хамăр вăй çине шанмалла, терĕ вăл. Эпир тăрăшмасан пире никам та килсе туса памасть. Ĕç укçи илесси пирĕн ĕçрен килет. Пĕтĕмлетсе каласан мĕн çинче чарăнса тăма пулать-ха? Районта "Сундырь", "Север" тата ытти хăшпĕр кооперативсем панкрута тухрĕç. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем çухални ял çынни умне чылай чăрмав кăларса тăратать. Çавăнпа та кооператива сыхласа хăвармалла. Çак шухăш пухăвăн тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕ.