ЮРĂ-ТАШĂРА ЯЛАНАХ МАТТУР
Мартăн 4-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче пысăк уяв пулчĕ. Кунта юрра-ташша, купăс калама юратакансем йышлăн пухăнчĕç. Купăсçăсем республика шайĕнче иртекен "Выля, хуткупăс" уява, пултаруллă юрра-ташша ăста çемьесем, "Эпĕ, эсĕ, вăл - туслă çемье" фестивале хутшăнчĕç. "Халăх ансамблĕсем" хăйсен ятне çĕнĕрен хỹтĕлерĕç. Фестивальте республикăри халăх пултарулăх çурчĕн ятарлă комиссийĕ пултаруллисене палăртать. Чи малтанах районти культурăпа кану центрĕ çумĕн-чи "Каçал" фольклор ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ансамбль юрри-ташшине куракансем хапăл туса йышăнчĕç. Çавăн пекех Çĕнĕ Мăрат культура çурчĕн "Шурăмпуç" халăх ансамблĕ те залра ларакансене çĕнĕ юрă-ташă парнелерĕ. Районти ытти ялсенчен килнĕ артистсем те сцена çине тухрĕç. Хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Шуряшкинсен (Аслă Чурачăк), Галкинсен (Анат Тимĕрчкасси), Ванюркинсен (Кивĕ Сĕнтĕр) пултарулăх çемье ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе куракансене тыткăнларĕç. "Выля, хуткупăс" уява хутшăнакансем те чылай пулчĕç. Вĕсем чылай çемĕ каларĕç. Уйрăмах Шурут, Тукай ял поселени-йĕнчен килсе çитнĕ ăста купăсçăсене палăртса хăварас килет. Хырхĕрри ял поселенийĕнчи Л.Макаровапа Е.Топтыгина, ватă пулин те, вырăс халăх юррисене пурин кăмăлне каймалла шăрантарчĕç. Вĕсене пурте тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç. Юлашкинчен вара Каçал халăх театрĕ хăйĕн ятне хỹтĕлесе Н.Сидоров пьеси тăрăх "Пуçа килсен - пуçана" камит лартрĕ. Пултаруллă артистсем шанса панă рольсене ĕнентерỹллĕ вылярĕç. Залра ларакансем чун каниччен кулчĕç. Культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ мероприятисен тĕп тĕллевĕ - юрра-ташша юратакансене хавхалантарасси, вĕсене творчествăра çĕнĕ утăмсем тума пулăшасси. Районти артистсем районта, республикăра иртекен тĕрлĕ фестивальсене, смотрсене, конкурссене, уявсене яланах хастар хутшăнаççĕ. Çавна май вĕсене творчествăра çитĕнỹсем сунатăп.