ХĔЛЕ ĂСАТСА ÇУРКУННЕНЕ КĔТСЕ ИЛЧĔÇ
Çутçанталăк кăçал тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Шартлама сивĕ çанталăк тăмалла чухне çумăр лỹшкерĕ, хĕле ăсатса çуркуннене çул памалли вăхăт çитсен вара чăн-чăн хĕл кунĕсем хуçаланчĕç. Çапах та вырăс хĕлне ăсатнă куна çанталăк ăшăтрĕ. Çакă чăннипех те çуркунне çитнине систерчĕ. Иртнĕ кĕçнерникун, мартăн 8-мĕшĕнче, район центрне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Çак кун, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, çулленех пирĕн районта пурăнакансем Вырăс хĕлне савăнăçлă лару-тăрура ăсатаççĕ. Хальхинче те уяв хаваслă иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, заместителĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев, Б.М.Каринкин уява пуçтарăннисене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе, Вырăс хĕлне ăсатса ярса çуркуннене кĕтсе илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ĕçре ỹсĕмсем, пурнăçра телей сунчĕç. Уяв юрă-ташăсăр мĕнле пултăр вăл? Пирĕн районта республика шайĕнче пĕрре мар çĕнтерỹçĕ пулнă ансамбльсемпе ытти коллективсем те сахал мар. Уйрăм юрăçсем те, чап çĕнсе илнĕ. Вĕсен пултарулăхне курма сцена патне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Юрра-ташша ăста çынсем кашни ялтах пур. Сцена çине ялсенчен килнĕ художествăлла пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Районти культурăпа кану центрĕнчи, Йỹç Шăхалĕнчи, Аслă Чурачăкри, Асанкассинчи, Юнтапари коллективсем хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Александровкăсем, хырхĕррисем, шурутсем, хиртимăнтăрсем, нĕркеçсем, аслăçĕрпỹелсем тата ыттисем те вĕсенчен юлмарĕç. Урмаелĕнчи "Мишар" ансамбле те куракансем алă çупса кĕтсе илчĕç. Район центрĕнче чăваш, тутар, вырăс юррисем чылайччен шăранчĕç. Уява килнисене савăнăç кỹчĕç. Райпо системинче ĕçлекен сутуçăсем, предпринимательсем пурне те тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, темĕн тĕрлĕ промышланность таварĕсемпе апат-çимĕç продукчĕсем сĕнчĕç. Çавăнтах вĕри чейпе сăйланма та май пулчĕ. Паллах, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем те иртрĕç, кỹлнĕ лашасемпе ăмăртрĕç. Уяври спорт программи те пуян пулчĕ. Ал вăйне виçес тупăшу та хĕрỹ иртрĕ. Д.Тимофеев (Комсомольски), Э.Иванов (Анат Тимĕрчкасси), А.Зарипов (Тукай Мишер) чи вăйлисем пулчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе В.Калашникова (Комсомольски) çитекенни пулмарĕ. Районта шашка вăййине кăмăллакан та чылай. Арçынсем хушшинче ăста выляса Н.Индюков (Комсомольски) мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта, Прокопьев (Комсомольски), виççĕмĕш вырăна В.Смирнов (Кĕçĕн Каçал) тивĕçрĕ. Хĕрарăмсем те вăйăра маттур. Вĕсен ушкăнĕнче Н.Степановăна (Комсомольски) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна - А.Тимофеева (Хирти Мăнтăр), виççĕмĕшне Т.Германова (Комсомольски) тивĕçрĕç. Юлашки çулсенче районта кĕрешỹ спорчĕ вăй илсех пырать. Шкулсенче ятарлă секцисем ĕçлеççĕ. Çавăнпах пулĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне те чылай çамрăк пуçтарăнчĕ. 34, 47, 54 килограмм таякан хĕрачасем хушшинче У.Данилова, К.Николаева, И.Николаева (пурте Анат Тимĕрчкасси), М.Павлова (Комсомольски) малти вырăна тухрĕç. 35, 38, 42, 46 килограмлă виçере А.Леонтьевпа М.Анисимов (Анат Тимĕрчкасси) С.Ильин, С.Малышев (Комсомольски) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 50, 54, 58, 63, 69 килограмлисен хушшинче В.Герасимова (Асанкасси), В.Алексеева (Анат Тимĕрчкасси), А.Волкова (Аслă Чурачăк), В.Иванова (Асанкасси), И.Николаева (Асанкасси) Э.Иванова (Анат Тимĕрчкасси) çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пурне те çĕнтерсе малти вырăнсене алран вĕçертмерĕç. Аслисем хушшинче Д.Денисов, В.Малышев (Комсомольски), А.Денисов (Асанкасси), Э.Иванов (Анат Тимĕрчкассси) чи маттуррисем пулчĕç. Çавна май Асанкасси вăтам шкул команди 1-мĕш вырăна тухрĕ, Анаттимĕрчкассисем - иккĕмĕш, урмаелсем - виççĕмĕш вырăнта. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне те чылай спортсмен пухăнчĕ. Кунта район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшу пулчĕ. Волейбол турнирне сакăр команда хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем: Шурут, Асанкасси, Комсомольски, Эльпуç ял поселенийĕсен, "Динамо", "Кубня" "Алга", Нĕркеç командисем. Чи малтанах вăйă площадкине "Динамо" (районти ШĔП ĕçченĕсем) - "Кубня команда спортсменĕсем вăй виçрĕç. "Динамо" вăйăра маттуртарах пулчĕ, çĕнтерчĕ. Нĕркеçсемпе шурутсем хушшинче те вăйă хĕрỹ иртрĕ. Тупăшура нĕркеçсем ăста вылярĕç, çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăна тухассишĕн, "Динамопа" асанкассисем вăй виçрĕç. "Динамо" вăййа çĕнтерỹпе вĕçлерĕ. Финалта комсомольскисемпе нĕркеçсем вылярĕç. Нĕркеç ялĕн туслă, маттур команди мала тухрĕ. Волейбол турнирĕн çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Спортсменсене грамотăпа парне парса чысларĕç. Малашнехи ăмăртусенче те çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕç. Уява лашасем чупни чăннипех те илем кỹчĕ. Уйрăмах "Урожай" колхоза асăнса хăварас килет. Ку хуçалăхран 12 ут уява хутшăнчĕ. Колхоз председательне А.Н.Ершова тата П.И.Краснов тĕп зоотехника çак мероприятие хутшăнма лашасем чылай тăратнăшăн ырламалла. Ку колхозри М.Красильников тытса пыракан виçĕ лашаллă экипаж пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. М.Р.Минатуллин фермер хуçалăхĕнчи И.Прохоровпа "Дубовка" ОООри Г.Митюков иккĕмĕш тата виççĕмĕш пулчĕç. Пĕр лашаллисем хушшинче "Слава" ОООри С.Зайцева çитекенни пулмарĕ. И.Шамбуллин ("Правда" ООО) иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Минатуллин фермер хуçалăхĕнчи А.Тихонов виççĕмĕш вырăна юлчĕ. Уява хутшăнакан лашасене илемлетнĕ. Ку енĕпе те шурутсем ыттисенчен палăрса тăчĕç. Районти кашни хуçалăхра тенĕ пекех утсем тытаççĕ. Анчах та мероприятисене лашасем сахалрах хутшăнаççĕ-ха. Малашне вĕсем ытларах пуласса шанас килет. Ку енĕпе шурутсенчен тĕслĕх илмелле. Район халăхĕ хавасланса хĕле ăсатса ячĕ. Кăмăллăн çуркуннене кĕтсе илчĕç. Çанталăк ăшăтнăçемĕн ĕçсем те йышланаççĕ. Районти пултаруллă та ĕçчен çынсене çакă пĕрре те хăратмасть. Вĕсем тăрăшса вăй хума та, юрлама-ташлама та ăста. Спорт ăмăртăвĕсенче те, вăй-хал енĕпе те çирĕп. Çакă уявра питĕ лайăх палăрчĕ.