ХĔРАРĂМСЕМ ĔÇРЕ МАТТУР
Район администрацийĕ тата ял хуçалăх пайĕ районти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх пăхассипе малта пыракансене чыслассине йăлана кĕртни 5 çул ĕнтĕ. Вĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн пурне те пĕрле пуçтараççĕ. Салам сăмахĕсем калаççĕ. Кăçал та март уйăхĕн 6-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакансем йышлăн пухăнчĕç. 2002 çулта вĕсем 27-ĕн пулнă пулсан, кăçал 50 çын. Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов уçрĕ. Районти малта пыракансене çывхарса килекен мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ. Вĕсемпе район чăннипех мухтаннине палăртрĕ. Малашне тата та тухăçлăрах ĕçлеме вăй-хал, çирĕп сывлăх, телей сунчĕ. К.Г.Гимальдинов зоотехник выльăх-чĕрлĕх отраслĕ 2006 çулта еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Çулсеренех кăтартусем ỹссе пынипе савăннине палăртрĕ. Район сĕт сăвассипе республикăра малта пырать, кунне вăтамран 12 кг сĕт сăваççĕ. Ку кăтарту, паллах, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемсĕр пулмасть. Çавăн пекех ферма ĕçченĕсене агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев ăшшăн саламларĕ. Ĕçре чи пултаруллисене палăртрĕ. Районта пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашас тĕллевпе кашни ĕнерен 4 пин, 5 пин килограмм сĕт суса илнĕ дояркăсен клубĕ ĕçлет. Кăçал вара Ю.С.Тимофеев сĕннипе 6 пин килограмм сăвакансен клубне те уçрĕç. Ăна ертсе пыма "Рассвет" кооперативри О.В.Наумовăна (6792 кг), "Асаново" хуçалăхри Л.И.Чижиковăна (6298 кг) шанчĕç. Çавăн пекех çак клуба "Рассветра" вăй хуракан А.М.Чернова (6328 кг), В.Г.Павлова (6340 кг) кĕме тивĕç пулчĕç. Вĕсен кăтартăвĕсем пысăк. Кашнинех çавсем пек ĕçлеме тăрăшмалла. 5 пин, 4 пин килограмм сĕт суса илнисен клубĕнче 46 доярка. Вĕсем "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнчи М.И. Казикова, Е.Г.Коновалова, М.Н.Белкова, Н.Порфирьева, З.И.Белкова, В.Н.Пожеданова, Н.В.Бормотина, "Асаново" ЯХПКри В.А.Яковлева, Л.В.Иванова, Н.Н.Карпова, Л.Л.Козлова, "Луч" ял хуçалăх кооперативĕнчи В.Г.Николаева, В.А. Фомина, В.В.Наумова, З.М. Анисимова, С.А.Никифоров, Н.П.Егорова, С.И.Леонтьева, Н.А.Федорова, "Искра" хуçалăхри И.А.Лебедева, Л.А.Мукшина, Л.А.Руссакова, Е.А.Каримкина, З.Я.Квасова, "Слава" хуçалăхри В.С.Тарасова, Н.Н.Сейфуллина, В.И.Тимкина, Г.С.Михайлова, О.Г.Ефимова, "Заря" кооперативри Е.А.Васильева, З.И.Васильева, Е.А.Павлова, "Урожай" колхозри Т.В.Еремеева, Л.П.Пыркина, М.Красильникова, Г.В.Еремеева, В.А.Пыркина, Е.А.Ильина, Е.Г.Улжусева, Г.И.Пыркина, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнчи Р.К.Хайртдинова, Г.С.Шамшутдинова, "Победа" ял хуçалăх кооперативĕнчи Е.И.Иванова, "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнчи Г.А.Герасимова, З.А.Тарасова, Ф.Р.Минибаева. Вĕсене пурне те саламласа чечек çыххипе парне парса чысларĕç. Район администрацийĕпе агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем мĕнле ĕçлесе пынине пĕтĕмлетсе чи пултаруллисене çĕнтерỹçĕсем тесе палăртнă. "Чи лайăх доярка" ята "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракан О.В.Наумова доярка тивĕçнĕ. Вăл хăйне шанса панă кашни ĕнерен 2006 çулта 6792 кг сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхи кăтарту - 5945 кг. Иккĕмĕш вырăнта çак хуçалăхри В.Г.Павлова. Виççĕмĕш вырăнта А.М.Чернова ("Рассвет"), "Чи лайăх зоотехник" ята "Искра" хуçалăхри В.И. Мартыновăпа "Рассвет" хуçалăхри М.В.Муллина тивĕçрĕç. "Чи лайăх ферма ертỹçи" ята В.И. Зайцева ("Слава"), Л.Л.Немцева ("Урожай"), В.И.Петухова ("Асаново") тивĕçрĕç. Вĕсене Хисеп грамотисемпе парне парса чысларĕç. Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе уйрăмах "Рассвет" ЯХПК маттур ĕçлет, вăл республикăра та иккĕмĕш вырăнта пырать. "Асаново", "Восток", "Луч" ял хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем пысăк. "Победа" ЯХПК ĕçченне Е.И.Иванована та палăртса хăварас килет. Вăл 34 ĕне пăхать, кашни ĕнерен вăтамран 4300 кг сĕт суса илет. Вĕсем малашне те çапла тăрăшса ĕçлессе шанас килет. Ĕçре ăнăçу сунар.