Комсомольский муниципальный округ

ЫТЛАРАХ ЫВĂЛ АЧАСЕМ ÇУРАЛНĂ

2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен "Ача пур çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем" çинчен федераллă закон вăя кĕчĕ. Çĕнĕ законпа килĕшỹллĕн иккĕмĕш е ытларах ача çуратакансене 250 пин тенкĕ пама пăхнă. Пирĕн районта та вĕсем чылайăн. Акă, март уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне районта 63 ача çуралнă. Ывăл ачасем çут тĕнчене ытларах килнине каламалла. Кăçал патшалăх çемьесене пулăшу кỹнĕрен ачасем ытларах çураласса шанас килет. Кăçалхи çул мăшăрланакансем те йышлă, 61 мăшăр çемье çавăрнă. Çав вăхăтрах уйрăлакан çемьесем те пур, 18 çемье арканнă, 77 çын çут тĕнчерен уйрăлнă.



"Каçал Ен"
14 марта 2007
00:00
Поделиться