Комсомольский муниципальный округ

Любовь Ивановăн килти вулав урокĕ

«…Люба Герасимова шкулта тăрăшса вĕренчĕ. Учительсем каланисене пĕр сиктермесĕр итлерĕ. Киле панă ĕçсене яланах тĕплĕн пурнăçларĕ. Унсăр пуçне шкул библиотекинчен нумай-нумай кĕнеке илсе вуларĕ. Хăйĕн тавра курăмне, ăс-хакăлне пуянлатрĕ… Вунă класс пĕтернĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр И..Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне, вĕренме кĕчĕ. «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ çыннăн çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратма вĕрентнинчен лайăххи мĕн пур-ши?» -терĕ вăл вĕренме кĕнĕ чух… 1975 çулта аслă шкула ăнăçлă вĕçлерĕ. Пĕрремĕш класранах учительница пулма ĕмĕтленнĕ çутă ĕмĕчĕ унăн пурнăçланчĕ. Çак çулсенчех вăл Янкасси каччипе Николай Ивановпа çемье вучахне чĕртрĕ.

   Малтанах Любовь Степановна Иванова Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта вăй хучĕ.Тепĕр çултан тăван ялне таврăнчĕ, Нĕркеçри вăтам шкулта ĕçлеме тытăнчĕ. Коллективра ырă ят çĕнсе илчĕ…»

   Ку йĕркесем Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал ен») хаçатĕнчи «Учительница» ятлă статьяран. Ăна эпĕ 1986 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче пичетлесе кăларнăччĕ. Çирĕм пĕр çул каялла çырнă материал Комсомольски районĕнчи Нĕркеç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине 32 çул вĕрентекен Любовь Степановна Иванова районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсем валли уçă урок ирттерме хатĕрленнине «Тантăш» хаçатăн тĕп редакторĕ Г.Платонова пĕлтерсен аса кĕчĕ. Вăтăр икĕ çул хушшинче Любовь Степановна уçă урок пайтах йĕркеленĕ-тĕр, анчах пĕринче те пулма тÿр килменччĕ. Хальхинче вара хутшăнасах килчĕ: килти вулав урокне мĕнле йĕркеленине, тăван тăрăхри тата кÿршĕ ялсенчи ачасем чăваш литературине юратаслăх мĕнле шайра пулнине хам куçпа курас, юрату темине хальхи яшпа хĕр мĕнле уçса панине, ăнланнине пĕлес килнĕрен. Паллах ĕнтĕ, аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулса хамăн ачалăха таврăнас, хальхипе иртнине танлаштарас туйăм çĕклентерсе янăран. Ара, мĕн пытармалли, вăтăр çул каялла, эпир вĕреннĕ чухне, чăваш литературине юратаслăх çав тери пысăк шайраччĕ, - кĕнеке алăран каймастчĕ. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ, вулав урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Женя Кудрявцевпа хамăртан хушса вулама та хăюлăх çитереттĕмĕр. Тантăшсем ихиклетме тытăнсан, «тĕлĕрсе» ларакан учитель пуçне çĕклесен кĕнекери пек вуласа каяттăмăр. Хайлаври геройсем пирки мĕн чухлĕ тавлашман-ши тата?! Тем тесен те – повеç-романри сăнарсене кашниех хăйĕн ăсĕ-пуçĕ мĕн таран пулнинчен ăша хывать-çке…

«Мĕн вăл чăн-чăн юрату» темăпа иртекен килти вулав урокне Любовь Степановна учительница Николай Ишентей çыравçăн  «Самант» журналта пичетленнĕ «Ытама кĕреймен юрату» повеçĕ тăрăх йĕркеленĕ. Сăмах май, хайлава автор юратуллă икĕ чĕрен 95 çырăвне тĕпе хурса çырнă.

Чи малтанах аслă классенчи хĕрсемпе каччăсем Николай Ишентей çыравçăн пултарулăхне, çут тĕнчене мĕнле-мĕнле кĕнекесем парнеленине тишкерчĕç. Вĕсем пирки критиксем, ăсчахсем мĕн çырнине, мĕн каланине  вула-вула пачĕç. Çакна пурнăçлама ачасене йывăрах пулмарĕ. Мĕншĕн тесен çыравçăн кĕнекисемпе класрах курав йĕркеленĕ, мультимеди проекторĕ пулăшнипе ятарлă экран çине кĕнекесен хуплашкисем черетлене-черетлене тухса тăчĕç. Темиçе пайран тăракан урока та Любовь Степановна çак проектор пулăшнипех меслетлесе пычĕ. Ку енĕпе паянхи çĕнĕлĕх, техника ĕмĕрĕн çĕнĕлĕхĕ. Кайран, урок вĕçленсен, шкул диркторĕ В.Воронов: «Уроксенче пурăпа çырассине, çавна май вăхăта нумай çухатассине пĕтерсе пыратпăр», - терĕ. Нимĕн те калаймăн – ырă пулăм.

Повеçĕн тĕшшипе проблематики мĕнре? Пурнăç чăнлăхĕпе искусство чăнлăхĕ пĕр-пĕрне хирĕçлемеççĕ-и? Сюжетсен тарăн йĕрĕсенчи сăнарсен пахалăхĕ мĕнле шайра, вĕсен ĕмĕчĕ, савăнăçĕ, хуйхи-суйхи урлă саманан сассипе сăн-сăпачĕ курăнать-и? Тĕп геройсен психологийĕпе философийĕ, кăмăл-сипечĕпе çынлăхĕ, вĕсен юратăвĕн кăкĕпе шăнăрĕ хăш-хăш пулăмра яр уççăн палăрса тăраççĕ? Сăнарсене асра юлмалли детальсемпе ÿкерни, кашни сăнар ыттисенчен пĕр хăйне кăна тивĕçлипе палăрса тăрать-и? Юратăвăн çирĕп тĕрĕслевĕ витĕр таса та стайлă тухас тесен мĕнле пахалăхсемпе пурăнмалла? Геройсен юратăвĕ мĕншĕн-ха ытама кĕреймен? Чăн-чăн юрату мĕн-ха вăл? «Чун  савнисен саккунĕнче» çырнă пек пурăнас тесен пирĕн, çынсен, мĕнрен пуçламалла? Любовь Степановна хускатнă вун-вун ыйту çакăн евĕрлĕ кăшăла çыхăнчĕ тесшĕн эпĕ. Вĕренекенсен пĕлĕвĕ, тарăн шухăшлавĕ вара кăмăла ларчĕ: кашниех хăйнеевĕрлĕ пулчĕ, тĕплĕ хурав пачĕ. Паллах, учительница маçтăрлăхĕнчен, пурнăс опычĕпе ăнăçлă усă курса конкретлă ыйтусем панинчен те, урокăн йĕрки-çиппине пĕр тикĕссĕн сÿтсе пынинчен те килчĕ ĕнтĕ çакă. Çапла пулмалла та вĕрентекенĕн, çамрак ăрăва пурнăçăн çамăл мар çулĕ çине кăларма кунсерен ăнтăлса ĕçлекенĕн. Шел, мĕн курнине, мĕн илтнтне туллин çырса кăтартма май килмест, пĕтĕмĕшле каланипех çырлахма тивет.

Вĕрентекенпе вĕренекенсем уçă урока çакăн пек шухăшпа тĕплерĕç: таса юрату, таса пурнăç патне этемлĕхĕн чи паха енĕсене ăша хывсан çеç çитме пулать. Ултав, суя, кĕвĕçÿ нихăçан та пархатар кÿмен, çынлăх тĕсĕсемпе килешĕнсе тăман.

Районти шкулсенчен килнĕ учительсем те килти вулав урокĕ пысăк шайра иртнине, ачасене вăл литературăна юратма  çеç мар, шухăшлава анлăлатма та, пурнăçра тĕл пулакан кăткăс пулăмсенче тĕрĕс йышăнусем тума пулăшасса палăртрĕç.

Уçă урока повеç авторĕ Николай Ишентей çыравçă, хайлава кун çути панă журналăн, «Тантăш» хаçатăн тĕп редакторĕ Галина Платонова хутшăнни те хушма сум кÿчĕ. Ачасем повеçе мĕнле çырнине, геройсене ăçтан шыраса тупнине, «ытама кĕреймен юрату авторпа хăйĕнпе çыхăннипе çыхăнманнине те ыйта-ыйта пĕлчĕç.

Ачасен, учительсен, хăнасен асĕнче нумайлăха асра юлмалли урок «Нĕркеç шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ. 



"Хыпар"
14 марта 2007
00:00
Поделиться