Кивĕлле вĕрентни - пăр çинче, çĕнĕлле вĕрентни - чул çинче
Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкулăн купаланă виçĕ хутлă çуртне кĕрсенех фойен пĕр кĕтессинче - раствор хатĕрлемелли тимĕр валашка, ун çумне тăратса хунă цемент миххисене асăрхатăп. Кордиорпа шавласа утакан ачасен хушшинче те сăрăпа вараланнă ĕç тумĕ тăхăннă çынсене куома пулать. - Кăçал пирĕн шкул юбилейне паллă тумалла. Çавăнпа ĕç нумай - тет хăйне айăплă туйнăн Анатолий Семенович Терентьев директорĕ - Вĕренỹ çулĕ вăхăтĕнче меллех мар-ха юсавпа аппаланма... Çапах аптрамастпăр. Хĕл пуçламăшĕ кăçал питĕ ăшă килни пулăшрĕ. Ачасене те, ĕçлекенсене те питех чăрмантармарĕ вăл. Строителсем халĕ кунта тавар вакунĕн алăкĕ пысăкăш чỹрече блокĕсемпе хашакĕсене çĕннисеме улăштараççĕ. Унчченхисем витĕр çĕрнĕ, уçас пулсан тăпси-мĕнĕпех тухса ỹкеççĕ. Ĕçĕ пайтах-ха. Чỹречисем виçĕ хутлă керменĕн йĕркипех, шутсăрах тейĕн. 1857 çулта прихут училищи тесе уçнă шкул кĕркунне 150 çул тултарать. Ăна Аслăкаçалсем район шайĕпех палăртма шутлаççĕ. Тивĕçлĕ комиссисем туса хунă ĕнтĕ. Ахалтен мар хĕл кунĕнчех çуртра пысăк ĕçсем пуçарнă. Маларах юсавçăсем шкул тăррине сỹтсе витнĕ, ăшă тытăмĕн кивелнĕ пăрăхĕсене, электропралуксене улăштарнă. Ĕмĕтре - спортзал урйне çĕнетесси, сăрласа сăн кĕртесси. Ытти вак-тĕвек те çителĕклĕ. Директорăн ĕç пỹлĕмĕнчи сĕтелĕ çинче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă "Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле" Çырăвăн чăвашла тата вырăсла тексчĕсем выртаççĕ. Вĕсемпе Анатолий Семенович усă курса хальтерех çеç ашшĕ-амăшĕ, шкул канашĕ, попечительсен канашĕ, педагогсен коллективĕ, урăхла каласан халăх умĕнче Президентăн "Çĕнĕ шкул" программине 2001-2006 çулсенче епле пурнăçласа пынă пирки отчет тунă. Тĕрĕссипе, паян та çав пухура каланă сăмахсем пуçрах-ха, шухăшĕсем те сĕвĕрĕлме ĕлкĕреймен. Çыру тенĕрен, Президент ăна кăçал пĕтĕмпех учительсемпе воспитательсем, мĕн пур вĕрентекен валли хатĕрленĕ тесен те юрать. Паянхи Комсомольски шкулне теçетке çул каяллахине ниепле те танлаштараймăн. Акă халĕ унăн саккисем çинче ларсах юридици, бухучет тата менеджмент енĕпе пĕлỹ пухма пулать. Çак тĕллевпе дирекци 2002 çултанпа Хусанти социаллă-гуманитари колледжĕпе тачă çыхăну тытать. 32 ача вăтам специальноç дипломне илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне çак уйăхран пуçласа шкул Санкт-Петербург политехника патшалăх университечĕн Шупашкарти экономика тата менеджмент институчĕ аслă вĕренỹ заведенине кĕме хатĕрлемелли курссем уçать. Унта вĕренсе икĕ экзаменра лайăх паллă илнĕ çамрăк тỹрех асăннă институтăн пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăрать. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ Комсомольскисем "Ял шкулĕнчи физика урокĕсенче информаци технологийĕсемпе усă курасси" Раççей-Голланди проектне хутшăнаççĕ. Ку енĕпе аслă категориллĕ физика учителĕ Вениамин Петров пысăк тăрăшулăх кăтартать. Вырăс чĕлхипе литературин учительници Светлана Михайлова вара профиль вĕрентĕвĕнче та асăннă технологисемпе анлăн усă курма пикеннĕ. Çак тĕллевпе вăл автор программи хатĕрленĕ. Вĕрентỹ ĕçĕнче халĕ кун пек пуçарусене те хаваспах "симĕс çул" параççĕ. Хура доскапа шурă пурă вăхăчĕ иртсе пынине те туятăн. Иртнĕ виçĕ çулта çеç икĕ компьютер класĕ уçнă, вĕсенче "ăслă" 22 техника, мультимеди проекторĕ, цифра фотоаппарачĕ пур. Компьютерпа халĕ библиотекăра та, бухгалтерире те ăнăçлă усă кураççĕ. Пурнăç вĕрентекенсенчен нумай ыйтать. Учительсем пурте аслă пĕлỹллĕ. Ку çеç-и-ха! Кĕçех шкулта наука кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ çын та ĕçлеме пуçлĕ: истори енĕпе аспирантура пĕтерекен пур. Çакна пуçламăш утăм тесе шутламалла. Коллективăн пысăк пайĕ ачасене компьтерпа усă курса вĕрентме пĕлет, çак техника çирĕммĕшĕн килĕнче те пур. Çакăн пек лару-тăрура начар вĕренекен те пулмалла мар темелле. Анатолий Семенович вĕренỹри ĕлкĕрсе пыраслăх енĕпе кăмăллă. Иртнĕ пилĕк çулта "отличниксен" шучĕ 61-тен 90-а çитнĕ. Ку 18 процентпа танлашать. "Тăваттăпа" тата "пиллĕкпе" вĕренекенсем вара çур шкул. Ахальтен мар ĕнтĕ 2-мĕш шкул вĕренекенĕсем çуллен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытаççĕ. Хăш чухне 100 балл пухни те пулнă. Çулсерен аттестат илекенсен 43-48 проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕрет. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче директорăн ахаль те кĕмĕлленме пуçланă çỹçне кĕмĕл пĕрчĕсем хушакан самант та сахал мар. Çуртра пухăнакан çỹп-çапа урама кăларма юратмасть пулин те каламасăр хăвармасть вĕсем çинчен Анатолий Терентьев. Шел те, пултаруллă ачасен йышĕнчех общество йĕркине пăсакансем пур-ха. Ун пеккисем шкулта 21 вĕренекен, тăваттăшне шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитменнисен уйрăмĕнче шута илнĕ. Кунта дирекцин, педагогика канашĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пысăк. Ачисен кун-çулĕ çине çиелтен пăхакан çемьесем 22-шутланаççĕ. Пуçа катăртатарсах хыçмалли тепĕр сăлтавĕ хальхаççăн тупăннăскер. Директор сăнанă тăрăх, тата тепĕр 100 çемьерен ашшĕ е амăшĕ Мускава е урăх облаçпа республикăна "шапаша" çỹрет. Кун пек чухне ачасем хăйсене ытлашши ирĕклĕ тыткалани палăрать. Асăрхаса тăракан çукран çул çитмен ачасем çĕрĕпе урамра çỹреççĕ, каçхи хупахсене лекеççĕ, сăра-эрех тутанса пăхма хăтланаççĕ - сахал-и астармăш ку чухне! Право йĕркине пăсма вара пĕр хăлаç кăна кирлĕ. Ачасем килтен пĕлтермесĕр тухса кайни те тарăн шухăша ярать-ха коллектива. Акă, тăххăрмĕш класра вĕренекен икĕ хĕреча пĕр эрне кỹршĕ районта çухалса пурăннă. Шыраса тупнă вĕсене, илсе килнĕ. Çак кунсенче татах çĕтнĕ. Ăçтине ашшĕпе амăшĕ те, класс ертỹçи те, никам та пĕлмест. Ирĕксĕрех кун пирки шалти ĕçсен органĕсене евитлеме тивнĕ. Нумаях пулмасть шкул директорĕпе унăн çумĕн Елчĕке кайса 8-мĕшпе 3-мĕш классенче вĕренекен икĕ ачана илсе килме тивнĕ. Таркăнсем Тутар Республикинчи пĕр яла "хăнана" кайнă иккен. 9-мĕш "В" класри психологи лару-тăрăвĕ те пăшăрхантарать дирекцие. кунта ачасен дисциплини япăх, вĕренỹ шайĕ чакать, отличниксем çукпа пĕрех. Сăлтавне ачасем куçăм çулне çитни çине те йăвантарма юрать. Анчах çакă çеç-ши. Вăхăтра асăрхаманни, кирлĕ чухне юнаса илменни е тата алă сулни чылай чухне пысăк йывăрлăхсем патне илсе çитерет, чавса çывăх та çыртма çук теесси çеç юлать. Çак шухăшсем кашнин чунĕ патне çитчĕр, шкулта ашшĕ-амăшĕнчен йĕркеленĕ тĕрлĕ общество канашне те канăçсăрлантарччăр, пурте пĕрле ĕçлеччĕр тесе тăрăшать те ĕнтĕ Анатолий Семенович. Шкулăн 150 çулхи юбилейĕнче пите хĕретмелле ан пултăр тет. Кăçал Комсомольскинчи 1-мĕш шкул тата кунти виçĕ учитель Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн Пĕтем Раççейри конкурса хутшăнать. Мал ĕмĕтлĕ тата пуçаруллă вĕрентекенсене ăнăçу çеç сунас килет.