КОНКУРСА ХУТШĂНАÇÇĔ
Кашни çулах Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви тĕллевлĕ программăсемпе Раççей Президенчĕн грантне илме тивĕçлисене палăртать. Конкурса хутшăнас текенсем пирĕн районта та пур. "Вĕрентỹ" наци проектне ăнăçлă пурнăçласа Асанкасси, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ грант илме документсем тăратнă. Чăваш Енпе илес пулсассăн, 33 шкул патшалăх пулăшăвĕпе, 1 миллион тенкĕлĕх гранта илме пултарать, унсăр пуçне 20 вĕрентỹ учрежденине Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх гранчĕ кĕтет. Гранта çĕнсе илнисен шкулăн пурлăх базине ỹстерме, тĕрлĕ оборудовани туянма, педагогсен квалификацине ỹстерме усă курма май пур. Çавăн пекех ăста, тарăн пĕлỹ паракан учительсем те конкурса хутшăнаççĕ. Паянхи куна районти 7 педагог документсем хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсем: химипе физика вĕрентекенĕсем Петр Родионовпа Вениамин Петров (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), чăваш чĕлхипе литература учителĕ Валентина Зайцева (Хирти Явăш шкулĕ), ют чĕлхепе физика вĕрентекенĕсем Татьяна Ивановăпа Геннадий Петров (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), хими, биологи предме-чĕсен учителĕ Лидия Кириллова (Тăманлă Выçли вăтам шкулĕ), тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Рамиле Мезитова (Чĕчкен тĕп шкулĕ). Вĕсене ăнăçу сунатпăр.