ÇĔНТЕРỸПЕ ТАВРĂННĂ
Ачасене тăван тавралăха юратма, ăна упрама вĕрентесси - аслисен тивĕçĕ. Çавна май март уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулинче "Эткер" экологи организацийĕн туризмпа экскурси ача-пăчасен çуртĕнче экологи темипе лартнă юмахсен республикăри куравĕ иртнĕ. Конкурса Пĕтĕм тĕнчери Шыв тата Юханшыв, пурнăç кунне халалласа йĕркеленĕ. Экологи конкурсне Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăннă, хăйсене лайăх енчен кăтартнă. Юмах лартса, "Тăван тавралăх çутçанталăкĕ" викторинăна хутшăнса ачасем иккĕмĕш вырăна тухнă. Жюри членĕсем ачасен тумне, пултарулăхне пысăк хак панă. Шкул ачисем ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин, "Эткер" пĕрлешĕвĕн дипломĕсене тивĕçнĕ.