Комсомольский муниципальный округ

ÇУРАКИ çЫВХАРАТЬ, ВĂРЛĂХ ÇИНЧЕН МАНАС МАР

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕ мĕнле шайра пулнине кăтартакан таблицăна эпир район хаçатĕнче пичетленĕччĕ. Çав тапхăр тĕлне районĕпе тырăсен акма юрăхлă кондицие тивĕçтерекен вăрлăх 82 процентпа танлашатчĕ. Унтанпа уйăх çурă иртрĕ. Мĕнлерех улшăнусемпе палăрчĕç-ха хуçалăхсен кĕлечĕсенче упранакан вăрлăхсем? Улшăнăвĕсем ытлашши савăнтараканнисемех мар. Хăшпĕр хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхне çине тăрса ла-йăхлатас тесе тăрăшни палăрмасть. Çавăнпа уйăх çурăра та 2386 центнер вăрлăха çеç кондицие тивĕçтерекен шая çитерме пултарчĕç. Урăхларах каласан, кондициллĕ вăрлăх 82 процентран 88,7 процента çитрĕ. Часах март уйăхĕ вĕçленет, çураки çывхарсах килет, халь каç выртсан та, ир тăрсан та вăрлăх пахалăхне лайăхлатасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулмалла. Апла пулсан Атласкин фермер хуçалăхĕнчи 160 центнер тулă вăрлăхĕ пирки камăн шутламалла-ха? "Дружба" кооперативри 435 центнер урпа вăрлăхĕ таса мар. "Искра" колхозри 39 центнер (çавăн чухлĕ Кăна) сĕлĕ, "Дубравăри" 50-шар центнер сĕлĕпе вика, "Алга" кооперативри 160 центнер сĕлĕ тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенчи таса мар вăрлăх пирки те ытлашши калаçу тума кирлех те мар пулĕ. Асăннă тата ытти хуçалăхсенче хатĕрлесе хунă вăрлăха япăххисен шутне кĕртес те килмест, мĕншĕн тесен тĕрĕслеве килсе панă вăрлăхсен шăтаслăхĕ лайăх. Анчах вĕсене алласа тасатмалла. Хаçатăн эпĕ асăннă номерĕнче нумай çул ỹсекен курăксемпе хуçалăхсенче пачах та ĕçлеменни тата мĕн тумалли пирки эпĕ уççăн каласа хăварнăччĕ. Хускану паянхи кунччен те çук. Уйăх çурăра хуçалăхсенче упранакан нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕ акма юрăхлисен шутне кĕреймест. Унсăр пуçне, хуçалăхсене урăх çĕртен илсе килнĕ 151 центнер нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕнчен 89 центнерĕ те акма юрăхсăррисен шутĕнче тăрать. Сăлтавĕ - таса мар. Çитменнине тата 25 центнерĕн шăтаслăхĕ пачах çук тесен те юрать. Нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхне улăштарма, çĕнетме, лайăхлатма пурин те май пур: Çĕрпỹ районĕнчи Михайловкăри вăрлăх станцийĕ. Тăрăшăр, улăштарăр, çĕнетĕр вăрлăха. Пĕтĕмлетсе калатăп: кăçал районти хуçалăхсем çураки валли хатĕрлесе хунă вăрлăхпа аванах ĕçлесе пыраççĕ, çапах та малашлăхри тĕллевсем татах та çĕнĕрех, паянхинчен лайăхрах пулмалли пирки пирĕн кашнийĕшĕн тăрăшмаллах.



"Каçал Ен"
21 марта 2007
00:00
Поделиться