Комсомольский муниципальный округ

ĔÇСЕМ КУРĂМЛĂ

Чăваш Республикин Президенчĕ "Çĕнĕ шкул" программăна йышăннăранпа 10 çул çитрĕ. Çак хушăра вĕрентỹ тытăмĕнче пулса иртнĕ улшăнусем уйрăмах курăмлă. "Çĕнĕ шкул" программа еплерех ĕçленине пĕтĕмлетсе районти вĕрентỹ уравленийĕ шкул дирекцийĕсемпе килĕшỹллĕн ятарлă мероприятисен планне йĕркеленĕ. Пур шкулта та мероприятисен программи пуян пулнă. Çавăн пекех район сайтĕнче "Çĕнĕ шкул" программа епле пурнăçланса пынипе туллин паллашма пулать. Унта 19 хыпар, информаци, пĕлтерỹ вырнаçтарнă. Шкул сайчĕсене те çĕнетсех тăнă. Февралĕн 13-мĕшĕнче "Чи лайăх шкул сайчĕ" конкурс йĕркеленĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче "Шкул - шкула" уçă алăксен кунне ирттернĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашасси. Эрнере шкулта 256 вĕрентекен, ачасем, ашшĕ-амăшĕ пулнă, шкулпа туллин паллашнă. "Учитель-учителе" проекта пурнăçа кĕртсе 44 çамрăк педагог ăста, чыс-хисепе тивĕçнĕ вĕрентекенсем патĕнче стажировкăра пулнă. "1997-2007: пахалăхлă вĕренỹ патне çул-йĕр" ятпа районта вĕрентỹ учрежденийĕ-сем пурнăçланă ĕçĕ-хĕлпе ашшĕ-амăшĕ, вĕренекенсем, учительсем умĕнче отчет тунă, шкул ĕçĕпе туллин паллаштарнă. Çавăн пекех "Муниципаллă ĕç рынокĕ: проблемăсем тата вĕсене татса парасси" темăпа çавра сĕтел йĕркеленĕ. Мероприятие районти 12 предприятипе учреждени представителĕсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем хутшăннă. Район администацийĕн залĕнче Интернет-конференци йĕркеленĕ, унта 86 çын хутшăннă. "Чи лайăх шкул сайчĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ.



"Каçал Ен"
21 марта 2007
00:00
Поделиться